Шупашкарти «Олимпийский» стадионра республикăри çăмăл атлетсен 84-мĕш эстафети иртнĕ шăматкун. Халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тесе çулсеренех «Советская Чувашия» хаçат çăмăл атлетика енĕпе эстафета ирттерет. Ăна Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройне, Андриян Николаев летчик-космонавта халаллаççĕ.
— Пире паян чаплă уяв — чупу фестивалĕ пухрĕ. Паллă ентешĕмĕре, Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттеретпĕр ăна. Эпир кăçал вăл космоса пуçласа вĕçнĕренпе 60 çул çитнине уявларăмăр. Ăна тата унăн мухтавлă ĕçĕсене асра тытса çĕкленÿл- лĕ кăмăлпа старта тухатпăр, — тенĕ малтан Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, пурне те çĕнтерÿ патне ăнтăлма чĕнсе.
Наградăсен комплекчĕсене 13 ушкăнра выляса илнĕ. Эстафетăна 111 командăри 670 спортсмен хутшăннă.
«Спортпа туслă çемьесем» (ашшĕ-амăшĕ, 7 çултан кĕçĕнрех ача) ушкăнра пирĕн районти Михайловсен кил-йышĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Саламлатпăр вĕсене çитĕнÿпе.
Эрнекун районти «Аль» спорткомплекс стадионĕнче шăплăх хускалчĕ ирхине. Республикăри çăмăл атлетсен 84-мĕш эстафетин районти тапхăрне хутшăнма пухăнчĕç спортсменсем. Ултă ушкăнра чупма кăмăл тунă районти «Ял ĕçченĕ» хаçат парнине çĕнсе илессишĕн эстафетăра.
Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Ломоносов, вырăнти пичет кăларăмĕн, «Ял ĕçченĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Людмила Якку пухăннисене ăшшăн саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Унтан район администрацийĕн физкультурăпа спорта аталантарма харпăр хăй тÿпине хывнă вĕрентекенсене Тав çырăвĕ парса чысларĕç.
Уяв Раççей ялавне çĕклесе тухнипе пуçланчĕ, çĕршыв Гимнĕ янăрарĕ. Ачасем ялава сăнласа символлакан номерпе паллаштарчĕç. Унтан пурте пĕрле зарядка турăмăр.
Малтан «Спортпа туслă çемьесем» (ашшĕ-амăшĕ, 7 çултан кĕçĕнрех ача) ушкăнри Михайловсемпе Дмитриевсем старта тухрĕç. Сергейпа Екатерина тата Александра Михайловсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. «Саша, Саша, чуп, хăвăртрах чуп!» — тесе кăшкăрса хавхалантарчĕç куракансем пĕчĕк спортсмена. Дмитриевсем иккĕмĕшне юлчĕç. «Спортпа туслă çемьесем» (ашшĕ-амăшĕ, 8—14 çулсенчи ача)» ушкăнра аслă хĕр ачипе, Аннăпа палăрчĕç Михайловсем.
«Спорт ветеранĕсем» ушкăнра Тăвайри вăтам шкулăн команди пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине хăпарчĕ, тĕмерсемпе чутейсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Уйрăмах хĕрÿ тупăшу шкулсен ушкăнĕсем хушшинче пулчĕ. Тăрмăшри вăтам шкулта вĕрентекенсене çитекенни пулмарĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине — Тăвай, виççĕмĕшне Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче ĕçлекенсем йышăнчĕç.
11 класлă шкулсен ăмăртăвĕ вара ыттисеннинчен яваплăрах пулчĕ. Хĕрÿ тупăшура Тушкил шкулĕн команди юлташĕсенчен нумай малтан финиша çитрĕ. тăвайсем — 2-мĕш, çĕнĕпуянкассисем 3-мĕш пулчĕç.
«Тĕп команда» ушкăнра «Аль» спорткомплекс спортсменĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, иккĕмĕшне — районти çамрăксен правительствин çăмăл атлечĕсем, виççĕмĕш вырăна Тăвайри тĕп больницăра ĕçлекенсем тухрĕç.
Эстафетăра «Чи çамрăк участник» ята Тăвайри Мадина Иванова тивĕçлĕ пулчĕ, Йăнтăрчăри Николай Степанов — «Чи опытлă участник» ята.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе медальсем панă. Ушкăнсенче 1-мĕш вырăн йышăннисене вара тĕп парнепе тивĕçтерчĕç — «Ял ĕçченĕ» хаçата 2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма тÿлевсĕр çырăнса пачĕç. Вĕсем «Тăвайри кооператив» потребобществăн ялсенчи магазинĕсенче илме пултараççĕ «Ял ĕçченĕ» хаçат номерĕсене.
Çăмăл атлетсен районти тапхăрне ирттерме Тăвайри культура çурчĕн ĕçченĕсем пулăшрĕç, хаваслă кĕвĕпе савăнтарчĕç. «Тăвайри кооператив» потребобщество коллективĕ вĕри чейпе вĕтĕ кукăльсем, пелĕшсемпе ытти юр-вар сутрĕ. Çанталăкĕ те, тÿперен сарă хĕвел пăхса, çăмăл атлетсене хытăрах чупма хавхалантарчĕ. Тĕп судья «Аль» спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов пулчĕ.