1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
9 сентября 2022 г. 16:27

Ял территорийĕсене комплекслă аталантарса

Агропромышленность комплексĕнче хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ формисене çирĕплетесси тата аталантарасси, ял хуçалăх производствине вăйлатмалли мерăсен эффективлăхне ÿстересси, Раççей ялне çĕнетесси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Парти проекчĕпе килĕшÿллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарас ĕç пурнăçа кĕрет. Лайăх кил-çурт çавăрма, ĕçе вырнаçма, пĕлÿ илме, социаллă пурнăçа, культурăпа пушă вăхăт инфраструктурине аталантарма майсем пурри — çаксем пурте ялти пурнăçа пулăшу памалли механизмсем. Асăннă ыйтусене татса парасси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин халăх программинче тивĕçлĕ вырăн йышăннă.

2021 çулта Чăваш Енри ялсене аталантарма вăйра тăракан пур программа шучĕпе 5 млрд тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕне муниципалитетсен социаллă пурнăç, коммуналлă тата инженери, транспорт инфраструктурин объекчĕсем тума тата юсама усă курнă.

2021 çулта Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн яллă вырăнсенче 174 км тăршшĕ автомобиль çулĕсем юсанă, 916 пуçару проектне, ял территорийĕсене хăтлăх кÿмелли 16 проекта, 1 компактлă çурт-йĕр лартмалли проекта, ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли 7 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çавăн пекех 147 çын Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен ял территорийĕсенче (ял агломерацийĕ-сенче) пурăнмалли вырăн (пурăнмалли çурт) тума (туянма) çурт-йĕр (ипотека) кредичĕн проценчĕсене тÿлеме тухнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма укçа тÿлевĕ илнĕ.

2022 çулта проект картинче ял территорийĕсене тирпей-илем кÿмелли 4 проекта, компактлă çурт-йĕр лартмалли 4 проекта, ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли 1 проекта, тата çавăн пекех 896 пуçару проектне, ку шута автомобиль çулĕсен 371 участокне, коммуналлă хуçалăхăн 162 объектне, пытарнă вырăнсен 35 объектне, ача-пăчапа 50 вăйă лапамне, 58 массăллă кану вырăнне, социаллă пурнăçпа культура сферин 58 объектне юсасси кĕрет, пурнăçлама палăртаççĕ. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли 72 шыв объектне, ялсен территорийĕсене хăтлăх кÿмелли 44 объекта йĕркене кĕртмелле, 33 кÿлле тасатмалла, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен 19 объекта юсамалла.

Ял халăхĕн пурнăç пахалăхĕпе шайне çирĕппĕн ÿс- терсе пыма условисем туса парасси, ял территорийĕ-сен социаллă пурнăçпа экономика хăватне упраса хăварасси тата хушса пырасси — «Раççей ялĕ» парти проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Ял территорийĕсем çирĕппĕн аталанса пырасси агропромышленность бизнесĕн вак тата вăтам формисен представителĕсем ăнăçлă ĕçленинчен те нумай килет. Яла çамрăксем ĕçлеме тата пурăнма пыни, производствăна аталантарни тата бизнеса хавхалантарни — паян ял территорийĕсене аталантармалли тĕп условисен шутĕнче.

«Асăннă программăпа ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси, хăтлăх шайне ÿс- тересси, ялсен коммуналлă, инженери, транспорт инфраструктурине аталантарасси пур влаç органĕ-сен те приоритетлă задачи пулса тăрать»,— палăртнă «Раççей ялĕ» парти проекчĕн координаторĕ Сергей Артамонов.

Николай КРАСНОВ, район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ:

Краснов Николай Родионович

— Хальхи вăхăтра ялта пурăнма пулать кăна мар, самай интереслĕ те. Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас, пĕр-пĕр производство уçас е çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе, хурт-хăмăрпа ĕçлес текенсем хуларан та яла килеççĕ е çамрăксем те вĕренсе тухсан ялта тĕпленеççĕ. Юлашки çулсенче Чăваш патшалăх аграри университетне очно е заочно майпа вĕренме каякан çамрăксен йышĕ те ÿссех пырать. Кам пулас тетĕн? — Агроном, ветеринар, селекционер, фермер, бухгалтер, инженер — ялта ĕçлесе пурăнма асăннă профессисем пурте кирлĕ. Механизаторсен, ытти хăш-пĕр профессисен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Ялта пурăнакан çамрăксене çурт-йĕр çавăрма 3 процентлă çăмăллăхлă ипотека параççĕ, вырăнти продуктсем экологи тĕлĕшĕнчен таса, патшалăх пулăшнипе хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ытти производство объекчĕсем йĕркеленеççĕ. Ялта ĕçлекенсен ĕç укçи те ÿссе пырать, ан ÿркен кăна. Хамăр районти ялсенчех тĕрлĕ йышши выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем çеç мар, пулă, çĕр çырли ĕрчетекенсем, сыр туса илекенсем тата ыттисем те пулчĕç, вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе вăй илсе пыраççĕ.

Ялсем те хитреленсе, хăтлăланса пыраççĕ, вĕсенче пурнăç условийĕсем çултан-çул çĕнелеççĕ. Юлашки çулсенче граждансен пуçару проекчĕсем пысăк вăй пулса тăчĕç, çынсем хăйсен ялĕнче пирваях мĕн тумаллине хăйсем палăртаççĕ.

 

Поделиться:
Распечатать