Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламлатӑп!
Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Летопиҫре следовательсен тавҫӑрулӑхӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн нумай-нумай витӗмлӗ тӗслӗхӗ типтерлӗн упранать. Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑшакан паха май пулса юлать.
Ҫӗнӗ хӑрушлӑхсем йӗркеленекен условисенче эсир ведомство умне лартнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр, коррупципе пӗр шелсӗр кӗрешетӗр, обществӑшӑн хӑрушӑ шутланакан резонанслӑ преступленисене уҫса паратӑр.
Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтерет, унти ӗҫлӗхлӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатать.
Служба тивӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫласа пынӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп тата ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев