1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
15 января 2023 г. 22:47

Олег Николаев поздравляет с Днем образования Следственного комитета Российской Федерации

Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­тӑп!

Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Летопиҫре следовательсен тавҫӑрулӑхӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн нумай-нумай витӗмлӗ тӗслӗхӗ типтерлӗн упранать. Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑшакан паха май пулса юлать.

Ҫӗнӗ хӑрушлӑхсем йӗркеленекен условисенче эсир ведомство умне лартнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр, коррупципе пӗр шелсӗр кӗрешетӗр, обществӑшӑн хӑ­рушӑ шутланакан резонанслӑ преступленисене уҫса паратӑр.

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ҫирӗплӗхне ти­вӗҫтерет, унти ӗҫлӗхлӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатать.

Служба тивӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫласа пынӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп тата ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать