1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
16 января 2023 г. 16:40

«Ял ĕçченĕ — чи çывăххи»

1984 çулта манăн пĕчĕк заметка пичетленнĕччĕ. Мĕнле савăннă уншăн. Алла специальноç илсе «Новый путь» колхозра ветеринарта ĕçлерĕм, пăрусем те пăхрăм. Паянхи кунчченех хаçат маншăн çывăх тус.

Выльăх-чĕрлĕхе халăх медицинипе, эмел курăкĕсемпе, усă курса мĕнле сиплемелли çинчен статьясем те пичетлеттĕм. Çырăнтарăва альтернативлă майпа «Тăвайри кооператив» лавкки урлă йĕркелерĕмĕр. Магазина кайсан кирлĕ таварне те туянатăн, хаçатлă та пулатăн, питех те меллĕ. Тавах сутуçăсене те. Почтальонкăсем те тăрăшуллă пирĕн.

Ĕçлекен çын хисепре. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсемпе кăсăклансах паллашатăп. Раççей, республика хыпарĕсене «Кĕскен» рубрикăпа пухса йĕркеленине аван тесе шутлатăп. Апат-çимĕç, уйрăмах хĕл валли хатĕр-лемелли салатсен рецепчĕсемпе, усăллă канашсемпе усă куратăп, вĕсене пухса пыратăп. Ялти хĕрарăмсем врач канашĕсене кăмăллаççĕ.

- Район хаçачĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Акă, ăна алла тытсанах район мĕнле пурăнни, «сывлани» куç умне тухать, чун-чĕре ăшăпа тулать. Литература хайлавĕсем те килĕшеççĕ. Тавах вырăнти çыравçăсене Мария Петровапа Лаврентий Данилова. Юлашки номерсенче пичетленнĕ «Асран кайми кукамай» аса илĕве тенеяльсем те аван йышăнчĕç. Авторĕпе, тен, çывăх номерсенче паллашма май килĕ. Чăвашлăха упрассипе шкул, садик ачисемпе ирттерекен мероприятисене çутатни те паха пулăм.

«Тăван Атăл» журнал, «Хресчен сасси», «Пенсионер России» хаçатсем те илсе тăратпăр. «Ял ĕçченĕ» вара пирĕн çемьешĕн — чи çывăххи, -  тесе палăртать Тенеялĕнче пурăнакан Надежда Константиновна АНИСИМОВА.

Поделиться:
Распечатать