1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
20 января 2023 г. 13:03

Алексей Егоров — пилĕк орден кавалерĕ

Алексей Филиппович Егоров 1924 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Тушкил ялĕнче çуралнă. Вун сакăр çулхи каччă Аслă Отечественнăй вăрçа 1942 çулхи çурла уйăхĕнче тухса кайнă. Çапăçури паттăрлăхшăн вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр», III-II степеньлĕ «Мухтав», II степеньлĕ «Отечественнăй вăрçă» орденĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. «Паттăрлăхшăн» медаль уншăн уйрăмах чи хаклă награда. А.Ф.Егоров ăна Днепр урлă каçнă чухне хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ.

Мухтав орденĕ — паха наградăсенчен пĕри. Оборона министерствин тĕп архивĕнче эпир Алексей Филипповича «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена мĕншĕн пани çинчен çырса хунине тупрăмăр: «Во время прорыва обороны противника в районе местечка Ракув (Польша) 12.01.45 г. огнем своего миномета уничтожил три пулемета, разрушил наблюдательный пункт и подавил огонь одного орудия на прямой наводке. В составе батареи отбил контратаку противника и уничтожил до отделения пехоты противника».

А.Ф.Егоров старшина мĕн вăрçă чарăничченех 120 миллиметрлă миномет расчечĕн командирĕ пулса тăшмана вутпа çунтарнă. Ăçта кăна илсе çитермен пуль ăна фронтри çулсем? Днепр урлă каçнă, Белгород, Харьков, Киев хулисене, Румыни, Польша, Чехословаки çĕршывĕсене нимĕçсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Фронтри çулсем уншăн Чехословкинче вĕçленнĕ.

Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрти ентешсен кун-çулне тĕпченĕ май, эпир Алексей Филиппович Егоров çинчен çĕнĕ сведенисем тупрăмăр. Вăл окопсем чавма та хутшăннă иккен. Унăн ывăлĕ В.А.Егоров (вăл нумай çул Тушкил шкулĕнче вĕрентнĕ, завуч, директор пулса ĕçленĕ) ашшĕн асаилĕвĕн тетрачĕпе паллаштарчĕ. Тетрадьре А.Ф.Егоров çакăн пек çырса хунисене тупрăмăр: «Трасса чавма пуçласан пирĕн яла виçĕ офицер килнĕ-ччĕ. Аслă лейтенанчĕ Миша ятлă. Вăл финсемпе çапăçса «За отвагу» медаль илнĕ пулнă. Иккĕшĕ — лейтенантсем, Кольăпа Толя. Аслă лейтенант Сандрпа иксĕмĕре 20 метрлă, хурçăран тунă лентăпа виçтерсе ăçта ДЗОТ (çĕртен, йывăçран туса çирĕплетнĕ персе тăмалли точка) пулмаллине паллă тутарнăччĕ. Хăй бусольпе тĕллесе яратчĕ те миçе метр виçмеллине калатчĕ. Тенеяль Кутри патне трасса чавма пĕр эрне кайрăм. Перасковья Староверова бригадирччĕ. Праски аппа: «Тек унта каймастăн, лашапа вăрмантан пура турттарма каян»,—терĕ. Пурине аллăран иртнĕ арçынсем ăвăс йывăçран Йăнтăрчă вăрманĕн- че пуралатчĕç. Вĕсене ДЗОТсем пулмалли çĕре турттарнă. Пĕр ирхине хуçалăх ертÿçи Семен Михайлович хăй патне чĕнтерчĕ: «Ырантан эсĕ, Алеш, аслă лейтенанта турттаракан лавçă пулатăн»,—терĕ. Эпĕ ăна Йăнтăрчăна, Çăлпуçне илсе çÿреттĕм. Йăнтăрчăра столовăй пурччĕ. Аслă лейтенант питĕ лайăхчĕ, мана хĕрхенетчĕ, пĕрле апат çитеретчĕ, укçа тÿлеттерместчĕ. Çапла вара 1941—1942 çулхи чăтма çук хаяр хĕл иртсе кайрĕ».

Вăрçă хыççăн Алексей Филиппович тата икĕ çул Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. 1947 çулта гварди старшина А.Ф.Егоров тăван ялне тăватă орденпа таврăнать. Часах ăна уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Пĕр хушă «Хĕрлĕ Çăлтăр» колхоз ертÿçин çумĕнче ĕçлет. 1957 çулта совпартшкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Ял халăхĕ ăна çав çулах колхоз председательне суйлать, 15 çула яхăн тăван хуçалăха ертсе пырать вăрçă ветеранĕ. «Рассвет» колхоз çав вăхăтра районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Унăн председателĕ А.Егоров пултарулăхĕпе палăрса тăнă. 1971—1973 çулсенче ял совечĕн председателĕнче, кайран вара мĕн пенсие тухиччен «Шимкусский» совхозра экономистра тăрăшнă. Вăрçăри наградăсем çумне мирлĕ вăхăтра «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсем хушăннă. 1965 çулта ăна хуçалăхра культура строительствине хастар хутшăннăшăн ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн, 1968 çулта çамрăксене спортпа патриотла воспитани парас ĕçе активлă туса пынăшăн ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ.

1985 çулта А.Ф.Егорова I степень Отечественнăй вăрçă орденĕ парса чыс тăваççĕ.

2012 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тушкил ялĕнче вилнĕ.

Эпир Алексей Филиппович Егоров ентешĕн ятне яланах асра тытатпăр, унăн паттăрлăхĕпе мухтанатпăр.

Поделиться:
Распечатать