1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 22 Декабрь 2024 г.
20 января 2023 г. 13:03

Паян та пирĕншĕн вĕрентекен

Ку сăн ÿкерчĕкре манăн пĕрремĕш вĕрентекен Мария Гавриловна Кириллова. Тĕмер ялĕнче çуралнă, ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илсе пуçламăш классен учительне вĕренсе тухнă. Çемье телейне те тăван ялĕнчех тупнă. Михаил Кирилловичпа иккĕшĕ 5 ача кун çути панă.

Ăшă та илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм пире пуçласа шкулта кĕтсе илни, парттăсем хушшине лартни асрах-ха. Вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ. Унсăр пуçне ташлаттаратчĕ, юрлаттаратчĕ. Пĕчĕк пусма татăкĕ-сенчен, хут листисенчен, пластилинран ал ĕçне те хăнăхнă.

Класра 36 ача пулнă. Пирĕн учительницăн тимлĕхĕ, чун ăшшийĕ пурин валли те çитнĕ.

Мария Гавриловна ял-йышра, учительсем хушшинче хисеплĕччĕ. Пирĕн атте-аннесемпе тачă çыхăну тытатчĕ, сĕнÿ-канашсем паратчĕ. «Ăçтан ĕлкĕр-нĕ-ши вăл пĕтĕм ĕçе тума?»,—тесе халĕ шутласа çÿретĕп. Кирек хăш вăхăтра та киле пыма пултарнă. Çил-тăмана та, çумăр çунине те пăхса тăман. Пире, шăпăрлансене, мĕн ачаран тивĕçлĕ воспитани парса, çĕршывшăн юрăхлă çынсем тăвас тенĕ. Каярах та, эпир аслă классенче вĕреннĕ чухне те, шкулпа сывпуллашса харпăр хăй професси суйласа пĕлÿ илнĕ вăхăтра та, пирĕн ĕç-хĕлпе пĕрремĕш вĕрентекен интересленсех тăратчĕ. Кирлĕ вăхăтра канашлаттăмăр унпа. Ахальтен мар вăл ăс панă ачасенчен нумайăшĕ вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă пурнăç çулне. Халĕ хамăр та нумайăшĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Хăйĕн хĕрĕ Аля та унăн пархатарлă ĕçне тăсать. Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕн-че 1985 çултанпа акăлчан чĕлхи вĕрентет. Тăрăшуллă, ырă ятлă, тĕрлĕ чыслава тивĕçнĕ педагог. Мăшăрĕ те учитель.

Кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ. Пирĕн вĕрентекенĕн кăрлачăн 7-мĕшĕнче çуралнă кунĕ пулчĕ. Тăванĕ-сене, тус-юлташĕсене чĕнмен пулин те нумайăшĕ килне пырса е телефонсемпе шăнкăравласа саламланă. Пурте ăшă сăмахсем каланă, нумай-нумай çул телейпе савăнăç курма суннă.

Килĕнче пĕчченех пурăнать пулин те алă усса лармасть Мария Гавриловна, çăм арласа чăлха-нуски çыхать, çывăх çыннисене парнелесе савăнтарать. Аслă çулĕсене пăхмасăр выльăхсене хăех пăхать. Картишне е хапха умне юртан тасатса тăрать. Килĕ-çуртĕн-че таса та тирпейлĕ. Пÿлĕмĕсенче тĕрлĕ чечексем ешерсе чуна килентереççĕ. Хăй пĕçернĕ кукăльсемпе, çулла хатĕрленĕ варенипе хăналарĕ.

Тавтапуçах сире, Мария Гавриловна, пире ача чухне тăрăшса хутла вĕрентнĕшĕн. Сирĕн савăк пит-куçа курсан чун-чĕре савăнать тата нумай çул пурăнăр çут тĕнче илемĕпе киленсе.

В. Никитин

Поделиться:
Распечатать