1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
20 января 2023 г. 13:07

Владимир ШАКРОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, обществăлла корреспондент: «Ял ĕçченĕ» хавхалану кÿрет

Çынна ача чухне кашни утăмри çитĕнÿсемшĕн ашшĕ-амăшĕ «маттур» тесе хавхалантарать. Шкулта, професси вĕренĕвĕнче, ĕçре ăнăçу тунăшăн «4» е «5» паллăсемпе, тав хучĕсемпе, медальсемпе чыслаççĕ. Ку вăл çыннăн кăмăлне çĕклет, çĕнĕ çитĕнÿсем, ырă пуçарусем тума вăй парать, унăн ятне сумлăрах тăвать. Çутă тĕнче çапла тунă пире: кашниех хăйĕн ĕçне, пултарулăхне асăрханине, ырланине, палăртнине килĕштерет.

Муниципалитет округĕн хаçачĕ, çак пулăма этемĕн чунне чи кирлисенчен пĕрне шута илсе, кашни номерте вуншар çыннăн пултарулăхĕ пирки хыпарлать. Акă, кăçал пĕрремĕш номерте 51 çын вĕренÿре ырă тĕслĕх кăтартни, ĕçре тата спортра çитĕнÿсем туни, çар службинче паттăрлăхпа палăрни çинчен çырса кăтартнă. 23 организаци ĕçĕсем кал-кал пынă пирки пĕлтернĕ. Мария Петрова-Петровская, Вячеслав Горбунов, Валентина Павлова хаçат тусĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Куратпăр, миçе çын чунне (ачасен çитĕнĕвĕсем — ашшĕ-амăшĕсенне, пиччĕш-аппăшĕсенне; çитĕннисен — ачисенне, мăнукĕсенне, тăванĕсенне) савăнтарнă хаçат!

Икĕ пĕлĕш çапларах калаçнине илтнĕччĕ. «Хисеп грамоти панă ятпа саламлатăп!» — тет пĕри.

«Санăн пархатарлă ĕç çинчен хаçатра вуларăм, салам йышăн манран»,— сăмах хушать тепри. Пĕр-пĕрин аллисене хыттăн чăмăртаса калаçăва малалла тăсрĕç. Çапла, пичетленĕ сăмахăн, уйрăмах вăл хăвăр ятăр пулсан, вăйĕ асамлă. Мĕнле сăмах çын хăлхине ытларах ачашлать? Унăн ячĕ! Ячĕ халăх хушшинче сумлăрах пултăр тесен, çыннăн çитĕнĕвĕсене асăрхамалла, палăртмалла. Кашни хисеплĕ çын муниципалитет сумлăхне ÿстерет.

Округ çыннисене хавхалантаракансем вара, Л.В.Якку тĕп редактор, И.И.Гладков, Р.В.Шумова, А.А.Никитина журналистсем, М.П.Семенова корректор, А.Е.Егорова менеджер, Н.В.Александрова дизайнер тата статьясен авторĕсем (хăшĕ-пĕрин ячĕсене хаçатăн 2022 çулхи юлашки номерĕнче палăртнăччĕ).

Сире тата пичет ветеранĕсене, хаçат тусĕсене Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă, телейлĕ, ăнăçуллă вăрăм кун-çул сунатăп. Халăха хавхалантарни хăвăр патне ырăпа таврăнтăр.

Поделиться:
Распечатать