1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
25 января 2023 г. 16:04

Н.Р.КРАСНОВ, Тăвай муниципалитет округĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн политики аграри секторне, экономикăна, ял халăхне шанчăклă тĕрев парасси пулнă, халĕ те çаплах. Çакна май юлашки çулсенче республикăра агропромышленоç комплексне, ял хуçалăхне пулăшасси нумай лайăхланчĕ. Çакă ĕç кăтартăвĕсенчен те палăрать. Сăмахран, пĕлтĕр республикăра 1 миллион тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çав шута Тăвай муниципалитет аграрийĕсем те хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хыврĕç, пурĕ 38567 тонна тырă туса илчĕç, е кашни гектар тухăçĕ вăтамран 30,2 центнерпа танлашрĕ.

2022 çулта Чăваш Ен патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессипе Атăлçи федераци округĕнче 2-мĕш вырăна (усă куракан 1 гектар пуçне 4,5 пин тенкĕлĕх субсиди панă) тухнă. Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырура та республика Пуçлăхĕ аграрисене патшалăх енчен пулăшасси малашне те пысăк тимлĕхре пулассине каларĕ, Правительствăна аграрисене пулăшма çĕнĕ майсем, механизмсем туса хатĕрлеме хушрĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çакна ырласа йышăнчĕç.

Поделиться:
Распечатать