Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республика аталанăвĕн мĕнпур çул-йĕрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарса, умри тĕллевĕсене палăртрĕ. Чăваш Республикине тĕнчери чи лайăх вырăн пулма мĕн пулăшать — унпа усă курмалла, терĕ. Çакăнта регионти туризма аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышанать тесе шутлатăп.
Пирĕн регион туризма тата хăна индустрине аталантарас тĕлĕшпе Раççейре 6-мĕш вырăн йышăннă. 2022 çулта «Чăваш Ен туризмĕ» Пĕтĕм Раççейри форум та ăнăçлă иртнĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, республика туристсен йышне 60 процент чухлĕ ÿстерни савăнтарать, ку тĕлĕшпе малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
Агропромышленноç туризмĕ пирĕн тăрăхра та аталанма пуçлани чуна хавхалантарать.
Пирĕн хуçалăх ытларах тĕш тырă культурисем туса туса илессипе ĕçлет. Иртнĕ çул тырă ăнса пулни те (гектар пуçне 36 центнер тухăç илнĕ) тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать, малашлăха ырă çул уçать.
Темиçе çул каялла урхамахсем туянтăмăр. Ун чухне вĕсен йышĕ 200 пуçа çитессе шухăшламан та. Иртнĕ çул кĕтĕве татах 50 пуç таран ÿстертĕмĕр. Шухăш-тĕллевсем пысăк пирĕн, ял туризмне аталантарас ĕçе те хутшанасшăн эпир. Унăн маршрутĕнче Тăвай районĕ те пурри шанăç кÿрет. «Ял туризмĕ» программăна хутшăнса хăнасене кĕтсе илме хатĕрленме пуçларăмăр та ĕнтĕ, вырăнне те палăртнă. Хула, районсенчен е ытти çĕртен курма-канма килекенсене лашасемпе ярăнтарма, тăван тавралăх илемĕпе паллаштарма тата ытти мероприятисем йĕркелеме палăртатпăр.