1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 26 Декабрь 2024 г.
30 января 2023 г. 12:32

«Хĕрес çакмасăр çÿреместĕп»

«Паллах, эпĕ те арçын ачасемпе вăрçăлла выляса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслăччĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм. Чăн-чăн арçын пулас ĕмĕтпе çитĕнтĕм»,— сăпайлăн калаçрĕ Тăвай районĕнчи Кармалта çуралса ÿснĕ Олег Краснов. Вăл пурнăçне çарпа çыхăнтарнă май унăн чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ.

КРАП БЕРЕТА ТИВĔÇНĔ

Олег ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашра автомеханик профессине алла илнĕ. Валентинăпа Нил Красновсен çемйинче пилĕк ача — виçĕ ывăлпа икĕ хĕр — çуралнă.

«Ялти ачасен тивĕçĕ çавнашкал пулнă: аттепе аннене кил хуçалăхĕн-че пулăшмалла. Çапла хул-çурăм та çирĕпленнĕ, ĕçе те хăнăхнă. Пытармастăп, салтака кайма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Пирĕн вăхăтра çар тумне тăхăнман çамрăка питех хисеплемен. 2004 çулхи çуркунне мана та çывăх çынсем пил парса, тăвансене, юлташсене кĕрекене пуçтарса салтака ăсатрĕç. Çул ытла инçе выртмарĕ — Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Хусанта пурнăçларăм»,— аса илчĕ крап берета тивĕçнĕ Олег Нилович. Çар ретĕнче çулталăк тăнă хыççăн вăл отпускра ялта пулнă. Çав вăхăтра ĕç çукки, çамрăксем эрех-сăрапа туслашни ăна шухăша янă. Чаçа таврăнсан вара службăна малалла тăсма контракт килĕшĕвĕ çырнă: тÿрех — вун пĕр çуллăха. Ун хыççăн тата вунă çуллăха. Ăна вăл çарти тивĕç килĕшнипе сăлтавларĕ. Отпусксенче пулнă хыççăн çар тумне каллех тăхăннă чухне чунра мĕнле туйăм хуçаланать-ши? Çак ĕçрен каяс шухăш пулман-ши унăн? Çук, ун йышшисенчен мар вăл, дисциплинăна нимрен ытла мала хуракан арçын лартнă тĕллевне пурнăçлама хăнăхнă.

Çырса хăварар: ятарлă тĕллевлĕ отрядри çар çыннишĕн крап берет питĕ сумлă шутланать. Ăна тивĕçме салтакăн нумай йывăрлăх витĕр тухмалла. Крап берет — паттăрлăхпа хастарлăх, чыс, çар ăсталăхĕн палли.

КОМАНДИРОВКА ХЫÇÇĂН КОМАНДИРОВКА

Службăна малалла тăснă май Олег Краснов пĕр командировка хыççăн теприне кайнă: Чечня, Ингушети, Кабарда-Балкар, Дагестан, Сири... Кашни командировкăрах тăватă уйăхран кая мар пулнă чăваш арĕ. Йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартма юратмасть вăл. Сăртлă-туллă тăрăхсенче хăй çинчи вăтăр-хĕрĕх килограмлă çĕклемпе тăвалла хăпарнине те эпир ăнланаймăпăр.

«Вуншар куна каяттăмăр, броньлĕ жилетсăр та йăтмалли сахал мар пулнă. Сирире вара ытла шăрăхчĕ, утмăл градуса çитетчĕ. Кун каçма панă пĕр литр шыв çитместчĕ, укçалла туянаттăмăр. Тарласа тăварпа хытнă тум хамăр çирех типетчĕ. Ун пек чухне кĕлетке йывăрăшĕ те туххăмрах чакатчĕ. Тĕрĕссипе, кашни командировка çапла. Сирирен таврăннă хыççăн икĕ уйăх ытла пурăнсан Украинăри ятарлă çар операцине каймалла пулчĕ. Унти тăшман çапларах хаярланса çитни çинчен шухăшламанччĕ. Националистсем вырăс халăхĕпе çапăçма 2014 çултанпах тĕплĕн хатĕрленнĕ»,— унти лару-тăру пирки çапларах çеç калаçрĕ çар çынни.

«ПАТТĂРЛĂХШĂН» МЕДАЛЬПЕ НАГРАДĂЛАНĂ

Çар операцине хутшăннă май вăл Украина çарĕнчи салтаксене тыткăна чылай илни пирки асăнчĕ. Аслă прапорщик каласа кăтартнă тăрăх, тыткăнрисен йышĕнче те пирĕн пекех çынсем пур, вĕсем ытлах уйрăлса тăмаççĕ. Çапах йышра хаяр националистсем пулса кайнисем те, алла тин кăна пăшал тытнисем те пур. Поляк та сахал мар. Анчах тыткăнрисем хăйсемех парăнма хатĕрри курăннă. Вĕсене вăл тÿрех федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем патне ăсатнă. Çар операцийĕ пуçлансанах Украинăн çамрăк салтакĕсенчен чыла-йăшĕ пирĕннисене хăйсемех парăннă, вĕсене ирĕксĕрлесе пăшал тыттарнă.

«Çар опычĕ пур пулсан та лару-тăру кашни тăрăхра урăхла. Нарăсăн 24-мĕшĕнче ятарлă çар операцине кĕрсе утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухрăмăр. Темĕнле лару-тăрăва та лекмелле пулчĕ, ялан Турă, çумри хĕрес упрарĕç. Нихăçан та унсăрăн çÿреместĕп. Ку — çылăх. Анне те, мăшăр та кашни кун маншăн, Раççей арçынĕсемшĕн кĕлĕ вуланă, халĕ те Турă кĕнекине алла тытаççĕ»,— сăпайлăн калаçрĕ çар çынни. Калама юраманнине вăрттăнлăхра тытма пĕлет вăл. Украинăри операцирен таврăнсан ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

«ĂÇТА МАЙ КИЛЕТ — ÇАВĂНТА»

Хĕллехи сивве уйра, вăрманта мĕнле чăтса ирттернĕ-ши вĕсем? «Паркра, фермăра чарăнаттăмăр. Çăвăнма май пулман. Пĕрремĕш хут виçĕ эрне иртсен çеç çăвăнтăмăр. Унти ялсенче пурин те тенĕ пекех килĕнче çăл пур. Электричество пулмасан шыв кăлараймастăн. Тумтире çума та май килмен. Пăрахса хăварса урăххипе улăштарнă. Çапах апат-çимĕç енчен аван пулнă, вăл çителĕклехчĕ, анчах ăна çиме вăхăт çукчĕ. Тăшман салтакĕсем шкулсенче, больницăсенче, ача сачĕсенче пытанатчĕç. Çапла майпа Раççей çарĕ-сем вĕсене тивменнине, ракета яманнине, танкран пеменнине пĕлетчĕç. Анчах эпир çывхарсан, вĕсенчен çурри е тарса пĕтетчĕ е парăнатчĕ»,— аса илчĕ Олег Нилович.

Вăл каласа кăтартнă тăрăх, унта хĕлле çав тери сивĕ пулмасан та нÿрĕ, йĕпе, çавна май кĕлетке аванах шăнать. Пуш уйăхĕнче, ав, 12-14 градус сивĕ тăнă. Кăнтăрла юрпа хутăш çумăр çунă та каçхине шăнтнă. Тĕттĕмленсен тăшман гражданкăри çынсем çине бомба пăрахсан хăшĕ-пĕри çĕрле те Раççей салтакĕсем патне пырса аманнисене пулăшма ыйтнă. Вĕсем вара шар курнисене васкавлă пулăшу парса госпитале илсе çитернĕ. Çав шутра пĕчĕк ачасем те пулнă.

ДИСЦИПЛИНА—ПĔРРЕМĔШ ВЫРĂНТА

«Консерв, тушенка, ытти апат-çимĕç парса хăвараттăмăр. Шăккалат заводне илнĕ хыççăн унти пылак çимĕçе ача çурчĕсене кайса патăмăр. Эпир çынлăха нихăçан та çухатман. Аманнă хĕрарăм-и вăл е арçын-и, ача-и — çумри аптечкăра мĕн пуррипе пĕрремĕш пулăшу параттăмăр. Пирĕн вара кашнин 2-шер аптечкăччĕ.

Тăшман ытларах чухне ир кÿлĕм тапăнатчĕ. Çавăнпа талăкри нихăш вăхăт-ра та лăпланса ларма юраман. Чи хăрушши — хăв енне ракета вĕçсе килни, минометран вĕçĕмсĕр пени. Тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçни, вĕсемпе танлаштарсан, самай çăмăлрах. Куç умĕнче юлташсене çухатнине те йышăнма йывăр. Аманнисене эвакуацилекен транспортпа çийĕнчех илсе каятчĕç»,— каласа кăтартма йывăрри палăрчĕ çар çыннин сăмахĕнче.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Олег Красновăн полкĕ Украинăна тепĕр хут кĕнĕ. Икĕ уйăхран, юлташĕсем вĕсене улăштарсан, таврăннă. Мобилизаципе Украинăна каякансене крап берет хуçи туслă пулма, йывăрлăха парăнмасăр пĕр-пĕрне пулăшма сĕннĕ. Вĕрентнĕ вăхăтра пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама лайăх хăнăхмалли, хĕле хирĕç кайнă май улăштарса тăхăнма ятарласа иккĕмĕш пушмак, кирек хăш самантра та çĕре чавса кĕрсе ларма сапер кĕреçи илмелли пирки каланă.

ХĂЙĔНШĔН ТЕ, ПИЧЧĔШĔШĔН ТЕ

Ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан малтанхинче Олег Ниловича аппăшĕ Оксана Ниловна тата ачисем, мăшăрĕ Татьяна Николаевна Хусанта кĕтсе илнĕ. Оксанăпа çыхăнса калаçма май килчĕ.

«Пирĕн чи аслă аппа Олеся Питĕр-те пурăнать. Пилĕк пĕртăванран эпĕ — виççĕмĕшĕ. Кĕçĕн шăллăм Юра пилĕк çулта чухне менингитпа чирлесе çĕре кĕнĕ. Олег шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа питĕ туслăччĕ. Нимĕнле ăмăртуран та юлмастчĕ. Шкул чысне хÿтĕ-леме пирĕн Олесьăпа Олега ялан илсе каятчĕç. Çĕнтерсе таврăнатчĕç тата. Службăра та вăл чаçсен хушшинче йĕлтĕр спорчĕпе иртекен тупăшусенче çĕнтерсе аслисен иккĕмĕш разрядне тивĕçнĕ. Чăнах, чăн-чăн çар çынни пулма çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕслĕ-хе юратать вăл. Юлташĕсене ялан пулăшма тăрăшать. Çавăнпа ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленчĕ. Пиччене Андрея чĕре чирне пула салтака илмен, çар билетне тÿрех пачĕç. Унăн салтака питĕ каяс килнĕ. Билет илсе таврăннă Андрей кăмака хыçĕнче куççуль кăларнине курнă Олег çапла тĕллев лартнă: «Эпĕ службăра икĕ çыншăн пулăп, хамшăн та, саншăн та». Пичче нумай пурăнаймарĕ, чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Аттене те çамрăклах пытарма тиврĕ,— ассăн сывларĕ Оксана Ниловна.— Украинăна кĕни пирки Олег мана пĕлтерчĕ, анчах аннене каласа кулянтарма хушмарĕ. Хăрушши çинчен унран ыйтса пĕлме йывăр, çав енчен вăл питĕ çирĕп те, сăпайлă та. Чечняри хирĕç тăрура çеç унăн вунă хут ытла пулма тивнĕ. Эпир ыйтсан та нимĕн те каласа кăтартасшăн мар. Украинăра пуш уйăхĕнче сивĕ çанталăкра алли-урин пÿрнисене тăм илнине ăнсăртран çеç каланăччĕ. Иккĕмĕш хут кайсан та çыхăнăва чылай вăхăт тухмарĕ. Çак уйăх пуçламăшĕнче анне ывăлне çар операцийĕнчен иккĕмĕш хут кĕтсе илчĕ. Олега кĕтме кин Хусана кайрĕ. Каçхине Кармала çитрĕç.

КАШНИ КУН ÇУРТА ÇУТСА КĔЛĔ ВУЛАНĂ

«Тата çулталăк çурă çеç-ха та, вăтăр саккăрта пенсие тухăн»,— терĕм те ман çине çиллĕн пăхрĕ: «Çар операцийĕ вĕçленмесен килте ларатăп тесе шухăшлатăн-им? Тăшман çакăнта çитессе кĕтмелле-и? Эпĕ хамăрăннисене пăрахмастăп! Эпир мар тăк, кам?» — пулчĕ унăн хуравĕ. Чăн-чăн çар çыннин кăмăлĕ çапла çирĕпленнине ĕнентĕм»,— паттăр пиччĕшĕшĕн пăшăрханса калаçрĕ Оксана Порфирьева.

«Алăран Турă кĕнекине ямарăм. 90-мĕш псалома, çар çынни пулса асап тÿснĕ Иоанн çветтуя йăлăнмалли кĕлле кашни кун çурта çутса вуларăм. Ыйхă килмен каçсенче пĕтĕм пурнăç куç умне тухать. Олег вун саккăр тултарчĕ те уйăхăн 18-мĕш кунĕнче салтака илсе кайрĕç. Çавăнтанпа Тăван çĕршыва хÿтĕлет»,— терĕ çар çыннин амăшĕ Валентина Михайловна.

Олег Нилович икĕ ывăлне те хăйĕн пекех спортпа туслă, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентет. Нумаях пулмасть ăна Суворов медальне пама йышăннă. Апла пулсан Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçи çавăн пек чыса, хисепе тивĕç.

Елена СТЕПАНОВА, Тĕмерти вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕ:

— Олегăн пĕрремĕш учителĕ пулнă май, шкулта вĕренни, хăйне мĕнле тытни куç умĕнче. Ытти ачасенчен хăюлăхĕпе, хастарлăхĕпе, тавçăрулăхĕпе палăрса тăратчĕ. Темле йывăрлăхран та тухма май тупатчĕ. Тата унăн лайăх енĕ: хăй тавра ачасене пуçтарса ырă ĕçсем тума пултарни. Юлташĕсене явăçтарса магазин умĕнчи остановкăна тасатса тăратчĕç, урамсене типтерлетчĕç. Ытти ыр кăмăллăх ĕçĕсене те куç умне кăларатпăр тĕл пулсан. Хĕрачи, арçын ачи — пурте ун çумне туртăнатчĕç. Тантăшĕсене вăрмана похода илсе каятчĕ. Тепĕр чухне çакăншăн "леккелетчĕ" те ăна.

Олег пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсрĕ, ашшĕ пекех ал ĕç ăсти вăл. Амăшĕ те ялта хисеплĕ, хастар çынсенчен пĕри. Малтан магазинта сутуçăра ĕçлерĕ, кайран нумай çул çыхăну ĕçĕнче тăрăшрĕ. Хăйне те почта Вали тесе чĕнетчĕç. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та пĕрре те ахаль лармасть, тĕрĕсем тĕрлет, пахча-çимĕç çитĕнтерет. Хит-ре чечексем ÿстерет. Олег та, ытти ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те харсăр.

Спортпа туслине те палăртса хăварас килет. Ăмăртусенче малтисен ретĕн-чеччĕ Олег. Юлташĕсемпе тăтăшах йĕлтĕрпе ярăннине курма пулатчĕ.

Мĕн ачаран хастар, çивĕч пулни хальхи çар ĕçĕнче те пулăшать. Унăн хăюлăхĕ, йывăрлăхсенчен хăраманни, Тăван çĕршыва чунтан юратни çамрăксемшĕн хавхалану, ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Пĕрремĕш хут Украинăна кайса килсен: «Манăн татах унта каймалла, юлташсемпе пулмалла. Эпĕ урăхла пулма та пултараймастăп»,— терĕ.

Эпир, ял çыннисем, çĕршывăн маттур та шанчăклă хÿтĕлевçипе мăнаçланатпăр, вăл тăван яла сывă йĕркеллĕ таврăнасса кĕтетпĕр.

Поделиться:
Распечатать