1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
31 января 2023 г. 10:53

В.Я.ШАКРОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тăвай муниципалитет округĕн обществăлла Канаш председателĕ:

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă май, ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле, кашни ачана тивĕçлĕ аталанма условисем туса памалла. Çак шухăша мала хучĕ те Олег Николаев, хăйĕн çыравĕнче, ачасене воспитани панă чухне вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмаллине, хамăрăн историе лайăх пĕлмеллине, ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркесене хаклама-хисеплеме, кирек мĕнле чăрмава та çĕнтерме пулăшакан условисем туса памаллине, вĕрентĕве ăнăçлă аталантарасси тĕп вырăнта пулмаллине, пулăшăвăн комплекслă тытăмне туса хумаллине каларĕ. «Вĕрентĕве лайăхлатса пырса кĕске вăхăтрах çамрăксен политикине 2030 çулччен аталантармалли патшалăх программине хатĕрлеме ыйтатăп», — терĕ вăл.

Пирĕн общество малашлăхĕпе пуласлăхĕ эпир çитĕнекен ăрăва паян мĕнле пĕлÿпе воспитани панинчен тÿрремĕнех килнине тарăннăн ăнланса вăй хумалла.

 

Поделиться:
Распечатать