Чӑваш Республикин транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата
ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе – Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Чӑваш Енре паян турттаракансемпе логистика компанийӗсен лайӑх аталаннӑ тытӑмӗ йӗркеленсе ҫитнӗ, вӗсем республика экономикин мӗнпур секторӗн кулленхи ӑнӑҫлӑхне тата ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкар агломерацийӗн интеллектлӑ транспорт системине тытса пыракан Лару-тӑру центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ, вӑл республикӑри транспорт сервисӗсене ертсе пырас тата аталантарас ӗҫре тӗп сыпӑк пулса тӑмалла. Ҫавӑн пекех Шупашкар хулин агломерацийӗн пӗрлехи турттару анлӑхне туса хурас енӗпе ӗҫлетпӗр.
Пассажир транспорчӗн куҫса ҫӳрекен тытӑмне палӑрмаллах ҫӗнетсе пыратпӑр. Кӑҫал 21 троллейбус туянма контракт тунӑ, вӗсем пирӗн пата раштав уйӑхӗнче килсе ҫитмелле. Тепӗр ҫулхи планра – тата 132 троллейбус туянасси. Транспорт хатӗрӗсен паркне ҫӗнетсе пынӑ май троллейбуссен вӑтам ӳсӗмӗн шайӗ 4 ҫулпа танлашӗ. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулта Чӑваш Ен ҫулӗсем ҫине пассажирсем турттаракан 47 ҫӗнӗ автобус рейса тухать.
Автотранспортпа пассажирсем тата тӗрлӗ груз турттарас ӗҫ, тӑван регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан водительсемпе механиксем, диспетчерсемпе ытти специалистсем ырми-канми тӑрӑшнине пула, пӗр саманта та чарӑнмасть.
Отрасль ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Хӑвӑрӑн паха опытӑра ҫамрӑк ӑрӑва парса эсир Чӑваш Ен транспорт комплексӗн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсне хыватӑр.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ӑнӑҫусем, хастар кӑмӑл-туйӑм тата тӑван республика ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ Олег Николаев