1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 26 Декабрь 2024 г.
20 ноября 2023 г. 21:44

Олег Николаев поздравляет с Днем работника транспорта

Транспорт отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 2020 ҫулта йӗркеленӗ ҫак уяв миллионшар ҫынна, производство сферине кӗрекен тата унта кӗмен 400 ытла отрасле пӗрлештерчӗ.

Сирӗн ырми-канми ӗҫӗре пула республикӑри пурнӑҫ юхӑмӗ пӗр саманта та чарӑнмасть. Промышленоҫ предриятийӗсен, социаллӑ сферӑпа суту-илӳ учрежденийӗсен кӑлтӑксӑр ӗҫлевне те эсирех тивӗҫтеретӗр.

Чӑваш Ен – Атӑл тӑрӑхӗнчи чи пысӑк транспорт тӗввисенчен пӗри. Пирӗн республика чукун ҫулпа автомобиль, юхан шывпа сывлӑш ҫыхӑнӑвӗсен ҫулӗсемпе пуян, ҫакӑ хамӑр тӑрӑхра та, республикӑпа Раҫҫейӗн ытти регионӗсем хушшинче те транспорт ҫыхӑнӑвне тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме май парать.

Паян Чӑваш Ен территорийӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ инфратытӑм проекчӗсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче – аэровокзал ҫуртне ҫӗнетни, троллейбус линийӗсен туртӑм вӑйӗллӗ подстанцийӗсене модернизацилени, муниципалитетсем хушшинчи асфальт сарман ҫул лаптӑкӗсене пӗтерни, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ М-12 трассӑна хывни, интеллектлӑ транспорт системисене аталантарни.

Транспорт отраслӗнче вӑй хуракан кашни ӗҫченӗн професси ӑсталӑхӗнчен, вӑл хӑйӗн ӗҫне яваплӑха туйса пурнӑҫланинчен, кӑткӑс тӗллевсене татса пама пӗлнинчен регионӑн экономика аталанӑвӗ тата граждансен хӑтлӑ пурнӑҫӗ килет.

Сирӗн нимрен паха опытӑрпа ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑр, хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑнни Чӑваш Республикин транспорт комплексӗ умӗнче тӑракан пысӑк тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата ҫӗнӗ интереслӗ проектсемпе хавхаланса ӗҫлеме сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

           Пуҫлӑхӗ                                                                                                 Олег НИКОЛАЕВ

Поделиться:
Распечатать