Патшалăх Канашне янă Çырăва парламентарисен ячĕпе кăна мар, Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çынна адресланă. Республика Пуçлăхĕ регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕн тĕп векторĕсене палăртнă.
2020-2022 çулсенчи тапхăрта отрасле 80 миллиарада яхăн укçа-тенкĕ янă, вĕсенчен 11 миллиардне — «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсем валли.
Сывлăх сывлăхĕн малтанхи сыпăкне модернизацилемелли программа валли 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ яхăн уйăрнă, республикăра 106 объект тунă тата юсанă.
Тушкил ялĕнче наци проекчĕпе килĕшÿллĕн врач амбулаторийĕ çĕкленчĕ, тушкилсен, ямпулатсен, сăхăтпуçсен ырă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ. Унта диспансеризаци тухма, врачпа педиатртан консультаци илме, вакцинаци, кăнтăрлахи стационарта тĕрлĕ процедурăсем тутарма пулать халь.
Кăçал республикăра 42 сывлăх объектне çĕнетесшĕн, медпулăшу пахалăхне тата ÿстересшĕн.