1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 24 Апрель 2024 г.
1 марта 2023 г. 17:30

Тăвай ене – 88 çул

Черетлĕ 2022 çул историне кĕрсе юлчĕ. Тăвайсемшĕн вăл аталану çулĕпе малаллах утнипе, çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илме пултарнипе паллă пулса юлчĕ. Район пурăнать, аталанать, малаллах пăхать.

Ял çыннин пурнăçĕ юлашки çулсенче епле улшăнса пынине пурте лайăх курса тăратпăр. Ялсен сăн-сăпачĕ хăтлăланать, çĕнĕрен çĕнĕ объектсем, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр кăна мар, социаллă объектсем çĕкленеççĕ, культурăллă канма, спортпа çывăхланма, хăтлăрах пурăнма майсем ытларах пулса пыраççĕ.

Ĕçмелли шывпа тивĕçтерсе тăрассипе, урамсенчи çулсене юсаса йĕркене кĕртессипе, ялта ача-пăча валли спорт площадкисем йĕркелессипе, урамсене çĕрле кирлĕ пек çутатса тăмалла тăвассипе, масарсене тирпей-илем кĕртессипе, карта-хÿмесене юсаса тăрассипе, пĕвесене тасатса хăтлăлатассипе ялсенче иртнĕ çулсенче чылай ĕç туса ирттернĕ. Ку ĕçсем малалла та пыраççĕ.

Раççей шайĕнчен, республика ертÿлĕхĕ енчен юлашки вăхăтра ял çине уйăракан тимлĕх самаях ÿсрĕ. Çак ĕçсене туса ирттерме федерацин тата регионăн тĕрлĕрен проекчĕсемпе программисене йышăннă, укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ.

Чылай хăтлăх ĕçĕ наци проекчĕсен шайĕнче пулса пырать. Вĕсене пирĕн округ та активлă хутшăнать.

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра 14 наци проекчĕ пурнăçа кĕрет, Чăваш Республикинче - 12. Вĕсен шайĕнче туса хатĕрленĕ вуншар регион проекчĕпе тата патшалăх программипе те ĕçсем калăпăшлă пулса пыраççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех çĕршывăн, регионăн, районăн, ялсен экономикине малалла тăнăç аталантарса пырассипе, çынсен пурнăç условийĕсене хăтлăрах, меллĕрех тăвассипе çыхăннă.

Чăваш Енре 6 çул хушшинче 3,4 миллиард тенкĕлĕх 3799 пуçару проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тăвай муниципалитет округ территорийĕнче 2022 çулта 83 проект тунă, çав шутра конкурспа суйлани - 69 проект, хушма конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе - 14 проект. Пĕлтĕр, раштав уйăхĕнче те Тăвайри муниципалитет округне ЧР бюджетĕнчен 42 проекта туса пĕтерме субсиди уйăрнă, çав шутра 2022 çулта хушма конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе 34 проект, тепĕр 8 проекта 2023 çулхи конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх.

Çĕршыв умне хăрушлăх тухса тăрсан, тăвайсем те, мĕнпур Раççей халăхĕ пекех, ятарлă çар операцине ырласа йышăнчĕç. Пĕрисем, алла хĕç-пăшал тытса, çĕршыв ирĕклĕхне сыхлакансемпе пĕр ретре, теприсем çапăçу хирĕнчисене пулăшу кÿреççĕ.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Çак таранччен мĕн туни - йăлтах пирĕн пĕрлехи çитĕнÿ. Тавах сире, тăван район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн. Уйрăмах аслă ăрури çынсене тав тăвас килет. Эсир тĕрлĕ вăхăтра тăван район çирĕп утăмсемпе малалла кайтăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тунă. Эпир сирĕн ĕçе малалла тăсăпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Малашне те хамăр пуласлăхшăн пурте пĕрле тăрăшасчĕ. Яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кун-çул сунатăп. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Çывăх çыннăрсен юратăвĕ пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса тăтăр.

Тăван район пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 88 çул тултарчĕ, халĕ вăл округ шутланать. Пурнăç шав малалла! Çак пĕлтерĕшлĕ пулăмпа пурне те ăшшăн саламлатăп.

https://vk.com/audio2000179266_456245182_2e43b9275708a0d5a2

Поделиться:
Распечатать