1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
10 марта 2023 г. 17:28

Пурăнатпăр-ха, тăван, пурăнатпăр...

Унра эпĕ ырă кăмăллăхпа ырми-канми тăрăшулăхĕн сăваплăхне куратăп. Сăмахăм Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Александра Григорьевна Максимова çинчен пулĕ.

Вăл 1925 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, тепĕр майлă каласан - вăрçă ачи. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă чухне Санькка 16 çулта пулнă. Çав тапхăрти пĕтĕм терт-нушана тÿс-се ирттерме тивнĕ ăна. Паллах, ун чухне никама та çăмăл пулман. Халăхпа пĕрле чăтнă, кĕрешнĕ, çĕнтерĕве çывхартнă. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвас тесе йышăннă патшалăх комитечĕ. Халăхра ăна окоп чавни тесе каланă. Çак йышăнупа пирĕн тăрăхри çынсем те, ытларахăшĕ çамрăк хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватă стариксемпе вăрçăран аманса таврăннă салтаксем, вĕсен шутĕнче Александра Григорьевна, хамăрла каласан, Санькка аппа та пулнă.

- Нушине курмаллипех курнă çав, йĕпе-сапара та, шартлама сивĕ-ре те чавнă окопне, ларса канма юраман. Мĕн чухлĕ чавмаллине каласа тăратчĕç, тĕрĕслетчĕç те, йăнăшма юраман. Хамăр та пĕлнĕ мĕншĕн ĕçленине, тăшман кунталла çывхарса килме пултарнă,- куçне шăла-шăла каласа пачĕ Санькка аппа. - Çимелли нимех те пулман. Юрать-ха вут çинче хуранпа кĕрпе, пăрçа яшки пĕçерсе çитеретчĕç, тутлăччĕ вĕри апат. Тăхăнмалли те япăхчĕ, ура шăнатчĕ, йĕпе-сапара йĕпенетчĕ, сивĕре шăнса ларатчĕ. Çамрăк пулнă, вăй пулнă, каçхине ывăнса килсен те çывăриччен шÿтлеттĕмĕр, юрласа та илеттĕмĕр. Мĕн тери илемлĕ-ччĕ чăваш халăх юррисем, чуна пырса тиветчĕç.

Вăрçă хыççăн Александра ялти яш каччăпа Василий Максимович Максимовпа пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕ талантлă çын пулнă, хăй тĕллĕн хуткупăс, баян калама вĕреннĕ. Тăрмăш халăх хорне аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. Хор Мускаври Кремль сцени çинче юрланă, ăна «халăх» ят панинче те ун тÿпи пысăк. Çемьере 6 ача çут тĕнчене килнĕ. Мĕн чухлĕ çывăрман каçсем пулман-ши Санькка аппан ачисене ÿстернĕ тапхăрта/

- Халĕ маннă вĕсене, веçех лайăх пулнă,-тет ăшă кулăллă хĕрарăм. - Ачасем хастар та ĕçчен пулчĕç. Яланах итленĕ, эпĕ вĕсемпе хавасланатăп.

А.Максимова чылай çул почтальонкăра ĕçленĕ, мĕн чухлĕ хаçат-журнал валеçмен-ши, миçе çухрăм утман-ши/ Çав вăхăтра хаçат-журналне нумай çырăннă, салам çырăвĕсемпе открыткăсем, телеграммăсемпе пенси укçисем, суту-илĕвĕ те пулнă-çке-ха вĕсен. Хам та астăватăп-ха, почтальонкăсен сумккисем туп-тулличчĕ. Вĕсене эпир питĕ кĕтнĕ, хитре картинкăллă журналсене вулас тенĕ. Мĕн чухлĕ çыру çÿретмен-ши тата/ Ун чухне хальхи пек телефонсем, интернет пулман, йăлтах почта урлă саламлă çырупа вĕçтернĕ. Вĕсене пурне те вăхăтра кирлĕ çĕре çитермелле пулнă. Çитернĕ те, нимĕнле çанталăка та пăхман. Почта уйрăмĕн ертÿçинче те вăй хунă. Санькка аппа çыхăнура ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ĕçне кура - хисепĕ. Александра Григорьевнăна медальсемпе ?7 штук%, Тав хучĕсемпе парнесем парса чысланă. 2022 çулта Сăр тата Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалĕпе чысланă. Çакă вăл чăваш халăхĕн хастарлăхне, хăйсене хĕрхенмесĕр çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми вăй хунине хаклани. Çитĕнекен ăрушăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех вăл ĕçпе тыл ветеранĕ те.

Эпир, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем Елена Матросовапа Венера Николаева тата Тăрмăш ял территори пайĕн ертÿçи Алексей Матросов, Санькка аппана саламлама Вăрманхĕрри ялне кайса килтĕмĕр. Хальхи вăхăтра вăл хĕрĕ патĕнче пурăнать. Хисеплĕ ватă 97 çул тултарчĕ. Хăйне аван туять, килте çÿрет, ирсерен физкультура хусканăвĕсем те тăвать. Пире ăшшăн кĕтсе илсе ăсатрĕç. Ял-йышра Александра Григорьевна мухтавлă. Ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Çак астăвăм ăруран-ăрăва куçса пытăр, манар мар халăхăн ĕçлĕ паттăрлăхне.

 

Поделиться:
Распечатать