1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
10 марта 2023 г. 17:28

Сенатор Тăвай тăрăхĕнче

Тăвай муниципалитет округĕнче ĕçлĕ визитпа РФ Федераци Пухăвĕн Совечĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулнă. Вăл округ пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа тата депутатсен округри Пухăвĕн председателĕпе, Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачĕпе Алексей Степановпа пĕрле пĕлтĕр «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн туса ĕçе кĕртнĕ Тушкилти врач амбулаторийĕнче пулса унăн ĕçĕпе паллашнă.

Çĕнĕ çуртра терапевт кабинечĕ, процедура кабинечĕ, кăнтăрлахи стационар, прививка кабинечĕ, персонал пÿлĕмĕ, санузел, кĕтмелли коридор пур. Тушкилти врач амбулаторийĕ Тушкилте, Ямпулатра тата Сăхăтпуçĕнче пурăнакан 1000 ытла çынна, çав шутра 140 ачана медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Тĕп больницăн тĕп врачĕ амбулаторире хальлĕхе ялан ĕçлекен врач çуккине, вăл эрнере пĕрре кăна йышăннине пĕлтернĕ. Николай Николаевич кадрсене тĕллевлĕ вĕрентсе хатĕрлессипе активлă ĕçлеме сĕннĕ.

Ун хыççăн сенатор 2012 çултанпа ĕçлекен С.Р.Илларионовсен çемье ферминче пулнă. Кунта хăйĕн кормоцех, сĕте ĕçлесе тирпейлекен цех пур. Хресчен-фермер хуçалăхĕ 2013 çултанпа Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче вырнаçтарнă молокоматсене тин сунă сĕтпе тивĕçтерет. Фермăра паянхи кун 1062 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 440 сăвакан ĕне усраççĕ. Производство çуллен ÿссе пырать. Планра — проектпа смета хакĕ-пе 300 млн тенкĕлĕх 440 пуç ĕне усрамалли вите тăвасси.

Николай Владимиров çавăн пекех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Поделиться:
Распечатать