1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 7 Декабрь 2024 г.
16 марта 2023 г. 12:58

Пĕрле - çĕнĕ тĕллевсем патне

Мартăн 14-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче Тăвай округĕн 2022 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕ-сене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, депутатсем, администраци сотрудникĕсем, ял территорийĕсен пайĕсен начальникĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, МИХсем хутшăннă.

Малтанах мероприятие хутшăнакансемпе хăнасем ачасен пултарулăх изделийĕсен выставкипе, художество ĕçĕсемпе, «Следопыт» шырав отрячĕн экспоначĕсемпе, «АККОНДСĔТ» ООО, «Тăвайри çăкăр завочĕ» тата «Тăвайри общепит» ООО тăратнă сĕт юр-варĕпе тата çăкăрпа булка изделийĕсемпе паллашнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев канашлăва хутшăнакансене саламланă. Вăл юлашки çулсенче Чăваш Республикине аталантарас ĕçри чăрмавсене пĕтерсе пыма май килнине палăртнă. Ку вăл чи малтанах инвестицисем явăçтарас тĕлĕшпе - çакă вăл муниципалитетсемпе ĕç тăвакан влаçăн ĕçне хак памалли индикатор пулса тăрать.

2022 çулта инвестицисем 93 млрд ытла тенкĕлĕх явăçтарнă, ку вăл умĕнхи çулхинчен 43,8 процент нумайрах.

Регион ертÿçи çакна малалла каймалли çирĕп никĕс тесе хакланă. «2019 çулхипе танлаштарсан, регионăн хăйĕн тупăшĕсем 40 процент ÿснĕ. Ку питĕ лайăх кăтарту, вăл республика Правительстви суйласа илнĕ çул-йĕр тĕрĕс пулнине çирĕплетет,- тенĕ вăл. - Эпир кашни муниципалитет ĕçне-хĕлне инвентаризаци туни, вĕсен лайăх е вăйсăр енĕсене, малашлăхĕсене палăртни те ырă результатсем парать, хăрушлăхсене сирме пулăшать».

Отчетлă çулта Тăвайри муниципалитет округĕнче вырăнти бюджетăн тупăшĕ-сем 13,3 процент пысăкланнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче округăн хăйĕн тупăшĕсем тата явăçтарнă инвестицисен калăпăшĕсем 1,5 хут тата 13,5 процент ÿснĕ. Юлашки 242,6 млн тенке çитнĕ.

Ял хуçалăх производстви те 33,6 процент хушăннă, 1,9 млрд ытла тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, тенĕ регион ертÿçи.

Округра 4 инвестици проектне малалла пурнăçа кĕртеççĕ.

Округра туса илнĕ таварсене тиесе ăсатасси 9 процент ÿснĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕх продукцийĕн çаврăнăшĕ 2,6 млрд тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020-2025 çулсенче Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли комплекслă программинче пăхса хăварнă пур мероприятие те пурнăçа кĕртме кирлине кăтартса панă.

Тăвай муниципалитет округĕн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата 2023 çулхипе малашлăх тĕллевĕсем çинчен канашлура округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов доклад тунă. Малтанах çакна палăртнă: иртнĕ çулхи чи пĕлтерĕшлĕ событисенчен пĕри вăл Тăвай районĕпе ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе Тăвай муниципалитет округĕ туса хуни пулчĕ, тенĕ. Вырăнти хăйтытăмлăхăн пĕр шайри организацийĕ мĕнпур ресурса стратеги аталанăвĕн эффективлăхне, йышăнусен оперативлăхне ÿстерме, округра пурăнакансемпе хутшăнса ĕçлессин майĕсене сарса пыма усă курать.

2022 çулта администраци наци проекчĕ-сене, патшалăхпа муниципалитет программисене пурнăçа кĕртессипе, округри çынсене пурăнма хăтлă условисем туса хурассипе, экономикăна аталантарассипе, вак тата вăтам бизнес субъекчĕсене пулăшу парассипе, социаллă обязательствăсене пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçленĕ.

- Пĕлетпĕр ĕнтĕ, муниципалитет округĕн экономикин тĕп секторĕ ял хуçалăхĕ пулса тăрать, çынсен ытлăх-çитлĕхĕпе пурнăç тĕрекĕ асăннă отрасль тухăçлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă,- палăртнă Владимир Михайлов. Тăвай муниципалитет округĕн территорийĕнче тĕрлĕ харпăрлăхлă 6 ял хуçалăх предприятийĕ-пе организацийĕ, 34 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата 7286 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ ĕçлеççĕ. 2022 çулта пур категорири хуçалăхра 2 млрд тенкĕне яхăн ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ, ял хуçалăх производствин индексĕ 2021 çулхи шайăн 133,6 проценчĕпе танлашнă.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх организацийĕсенче аш-какай ?1311 тонна% тата сĕт ?22561 тонна% туса илнин кăтартăвĕ- сем çуллен ÿссе пыраççĕ.

Кашни ĕнерен сĕт суса илесси 6977 килогрампа (ÿсĕм 3,7 процент) танлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче выльăхсен йышĕ 2 процент ÿснĕ.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче ăратлă выльăхсен тÿпи 57 процентпа, çав шутра ĕнесен - 68 процентпа танлашать.

2022 çулта ака лаптăкĕ пысăкланнă. «Пĕлтĕр юлашки 30 çул хушшинчи чи пысăк тухăçа илме пултартăмăр. Пĕрчĕл- лĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 38,5 пин ?2021 çулта - 19,4 пин% тонна ытла пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 30,2 центнера (2021 çулта - 16,1 центнера) çитнĕ», - палăртнă Владимир Михайлов.

Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ 230 гектар çинче пирĕн вырăншăн çĕнĕ культура - хĕвелçаврăнăш туса илме тытăннă.

Тĕш тыррăн чи пысăк тухăçĕ - Вячеслав Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕн - пĕр гектар пуçне 43 центнер.

«Паян аграрисем умĕнче тухăçлă ял хуçалăх культурисен лаптăкне сарса пырас, кредитсем вăхăтра йĕркелесе, çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă туса ирттерес, выльăхсен йышĕпе ăратлăхне тата продуктивлăхне малалла ÿстерес тĕллевсем тăраççĕ»,- тенĕ округ ертÿçи.

2023 çулта çуракине 10712 гектар çинче туса ирттерме планланă. Ака лаптăкĕн 55 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем, 44 процентне выльăх апачлĕх культурăсем йышăнĕç. 2070 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă.

Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене пулăшса пур шайри бюджетсенчен патшалăх пулăшăвĕ 2022 çулта 115,7 млн тенкĕ е 2021 çулхин 102 проценчĕ чухлĕ пырса кĕнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 49 ял хуçалăх техникипе оборудовани туяннă. Техника туянма тухнин тăкакне 40 процент таран патшалăх саплаштарнă.

2023 çултан пуçласа харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме регистрациленнĕ хушма хуçалăхсене те техника, хурт-хăмăр таварĕсем туянма тухнă тăкаксене 40 процент таран саплаштарма тытăннă, ĕнесем туянма та укçа-тенкĕ уйăрнă. Округри харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен 17 çынна 1 млн та 769 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.

Патшалăх пулăшăвĕн мерисем çинчен ăнлантарса парассине тата вăйлатмалла, çынсене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен статусне илме пулăшмалла.

2022 çулта муниципалитет округĕн экономикин пур отраслĕнче те ÿсĕмлĕ ĕçлеме пултарнă.

Промышленноç производствин таварĕсене тиесе ăсатнин тата организацисен хăйсен вăйĕпе кÿнĕ услугăсен калăпăшĕ 540 млн тенкĕрен (2021 çулхин 109 процент) иртнĕ.

Организацисен çаврăнăшĕ (вак бизнес субъекчĕсене шута илмесĕр) 2022 çулта 1 млрд та 564 пин тенкĕпе е умĕнхи çулхи шайăн 124,2 проценчĕпе танлашнă. Вак суту-илÿ калăпăшĕ - 440 млн тенкĕ е умĕнхи çулхин 116 проценчĕ чухлĕ.

Обществăлла апатланăвăн çаврăнăшĕ ?вак предпринимательлĕх субъекчĕ-семсĕр% -4,8 млн тенкĕ е 2021 çулхин 111,5 проценчĕ чухлĕ пулнă.

Муниципаллă округ экономикишĕн вак тата вăтам бизнес аталанса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен продукци çаврăнăшĕ пĕлтĕр 2 млрд та 635 млн тенкĕне ?2021 çулхин 116,8 проценчĕ% çитнĕ.

Çак сферăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи умĕнхи çулхинчен 14,5 процент ÿснĕ.

2022 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 7 субъекчĕ Чăваш Республикин Гаранти фончĕ тата вак предпринимательсене пулăшакан Агенство урлă займсемпе поручительствăсем майлă 11 млн тенкĕ финанс пулăшăвĕ илнĕ.

Пĕчĕк тупăшлă граждансене харпăр хушма хуçалăхĕ йĕркелеме 14 çынна социаллă контрактпа пурĕ пĕрле 1 млн та 800 пин тенкĕ социаллă пулăшу панă.

Тăвай муниципалитет округĕн бюджетĕнчен те хăйсен бизнесне пуçлакан вак предпринимательлĕх субъекчĕсене грант йĕркипе 100 пин тенкĕлĕх пулăшу пама пăхнă.

Инвестицисем производствăна аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума, бюджета пурнăçлама тата нумай социаллă ыйтăва татса пама пысăк витĕм кÿреççĕ. 2021 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 13,5 процент ÿснĕ, 242 млн та 600 пин тенкĕ ĕçе кĕнĕ.

Округра тăватă инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлеççĕ. С.Илларионов ХФХра тата «Чутеевский» ЯХПКра сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли тата сыр кăлармалли цехсене ?смета хакĕсем 40 тата 20 млн тенкĕ%, В.Грачев ХФХра комбикорм цехне ?смета хакĕ 10 млн тенкĕ%, Е.Новиков ХФХра пулă ĕçлесе хатĕрлемелли цеха ?25 млн тенкĕ% тăвассине вĕçлесе пыма тăрăшаççĕ.

2023-2025 çулсенче пĕтĕмĕшле хакĕпе 597 млн тенкĕлĕх 60 ĕç вырăнлĕ 5 коммерци проектне пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.

Вĕсем - пăру вити тата сумалли залра ĕне вити, пурлăх склачĕ, тырă упрамалли ангар.

Округра инвестици профильне туса ха- тĕрленĕ. Паян инвесторсене кирлĕ инфраструктурăпа пĕрле ирĕклĕ 7 производство лаптăкĕ сĕнме хатĕр.

Социаллă пурнăçпа экономика тата инвестици политикине тытса пырассинче округ бюджечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Муниципалитет округĕн бюджетне 2022 çулта тупăшсем 614 млн та 33 пин тенкĕ е умĕнхи çулхинчен 46 млн та 700 пин тенкĕ ытларах ?ÿсĕм - 13,31 процент% пырса кĕнĕ. Округăн хăйĕн тупăшĕсем 106 млн та 700 пин тенкĕпе танлашнă, 35 процент ÿснĕ. 1 çын пуçне шутласа округăн хăйĕн тупăшĕсем 8469 тенкĕне ?2021 çулта - 5924 тенкĕ пулнă% çитнĕ. Юлашки виçĕ çулта хăйĕн тупăшĕсем 1,5 хут ытларах пысăкланнă. Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен пырса кĕнĕ трансфертсен калăпăшĕ 33,3 процент ÿснĕ.

Бюджет укçи-тенкипе тухăçлă тата эффективлă усă курассине тивĕçтересси, çав шутра муниципалитет заказĕсем урлă та, муниципалитет округĕн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.

Экономикăн чăн секторĕ аталанни тата бюджет тупăшĕсем ÿсни халăхăн пурнăç шайне тата пахалăхне лайăхлатса пыма майсем туса параççĕ, палăртнă округ ертÿçи.

Округра 2021 çулхипе танлаштарсан уйăхри вăтам ĕç укçи 17 процент пысăкланнă, 31667 тенкĕпе танлашнă, çав шутра ял хуçалăхĕнче - 31230 тенкĕпе. Бюджетлă сферăра, педагогика, культурăпа медицинăра ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ те хушăннă.

Ĕçсĕрлĕх шайĕ 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлеме пултаракан халăхăн 0,58 проценчĕ чухлĕ пулнă.

Ку чухнехи обществăра çыннăн пурнăç ăнăçлăхĕ социаллă гарантисен аталанăвĕн шайĕнчен те килет.

2022 çулта пĕтĕмĕшле лаптăкĕпе 3700 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă ?виçĕм-çулхинчен нумайрах пулсан та, умĕнхи çулхинчен сахалрах%.

Нумай ачаллă 243 çемьене тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме учета тăратнă, 210-шне тивĕçтернĕ. Газпа, электроэнергипе тата шывпа тивĕçтерес ыйтусене татса парассипе тимлеççĕ.

2023 çулта 8 çамрăк çемьене çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлевпе ?пурĕ 7 млн та 9 пин тенкĕлĕх%, нумай ачаллă 10 çемьене тÿлевсĕр çĕр участокĕпе, 4 тăлăх ачана çурт-йĕр- пе ?5 млн та 740 пин тенкĕлĕх% тивĕçтермелле, 6 çемьене ?224 тăв. метр% авариллĕ çурт-йĕртен куçармалла.

2022 çулта çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 60 млн тенкĕ янă. Кăçал 39 млн тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă: çул-йĕрсене пăхса тăнипе пĕрлех Ямпулатри Гагарин, Тăвайри Чапаев урамĕ- -сене, ялсенчи 3,3 км тăршшĕ грунт çулĕсене юсама, Тĕмерти Николаев урамĕ-нчи автоçула юсассине вĕçлеме пăхнă.

ЧР Çут çанталăк министерстви пулăшнипе 2022 çулта Тăвайри Тăм тата Вăтаялĕн-чи Вăта юханшывĕсем çинчи плотинасене тĕп юсав тума проектпа смета документацийĕсем туса хатĕрленĕ. Кăçал та тепĕр икĕ пĕве валли ?Çĕнçырмапа Çĕнĕ Ишпуçĕнче% проектсем тума планланă.

2022 çулта округ территорийĕнче 58,7 млн тенкĕлĕх 83 пуçару проектне ĕçе кĕртнĕ. Çапла майпа 25 участокри автомобиль çулĕсене юсанă, ача-пăчапа вăйă площадкисене, социаллă-культура сфери, коммуналлă хуçалăх объекчĕ-сене, халăхăн канмалли вырăнĕсене, пĕвесене йĕркене кĕртнĕ тата ытти те.

2023 çулта вара 54 млн ытла тенкĕлĕх тепĕр 85 пуçару проектне пурнăçлама палăртса хунă. Граждансен пуçарăвĕ ялсен сăн-сăпатне тата хăтлăхне, çынсен пурнăç условийĕсене куçкĕрет лайăхлатать.

Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси те муниципалитет округĕн администрацийĕн тимлĕхĕнче тăрать. 2020 çултанпа 22 шыв башнине тĕпрен юсанă. Халĕ тата 10 шыв башнине тĕп юсав тума контрактсем тунă.

Тăвайри таса мар шыва биологилле майпа ?талăкра 500 кубла метр% тасатакан станцие хута ярасси те кун йĕркинчи ыйту. Халĕ кунта тĕп ĕçсене вĕçленĕ, асăрнă çитменлĕхсене пĕтерессипе тата объекта йышăнма кирлĕ документсен комплектне туса хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Вĕренÿпе культура сферисенче те тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçа кĕреççĕ.

Округри 10 шкулта 1371 ача вĕренет, 404 ача шкулчченхи пĕлÿ илет, 1518 ача хушма вĕренÿ программисемпе пĕлĕвне тарăнлатать.

11 шкул автобусĕпе 18 маршрутпа 297 вĕренекене турттараççĕ. Виçĕ шкул - Йăнтăрчă, Элпуç, Тĕмер шкулĕсем - çĕнĕ автобуссем илнĕ. Пĕлтĕр шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе, шкулсене, вĕренÿ кабинечĕсене юсассипе, пултаруллă ачасене тупса палăртассипе тата аталантарассипе малалла ĕçленине палăртнă, конкретлă цифрăсем илсе кăтартнă Владимир Борисович. Тăрмăш шкулне мобильлĕ автогородокпа ?56 пин тенкĕ% пуянлатнă.

Вĕренÿ организацийĕсем пуçару проекчĕсем суйласа илмелли конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. Республика бюджечĕн укçи-тенкипе виçĕ «Точка роста» центрĕ валли вĕренÿ оборудованийĕ туяннă.

2023 çулта Тăрмăшпа Тушкил шкулĕ-сен территорийĕсене тирпей-илем кĕртĕç, Элпуç шкулĕн спортзалне тĕп юсав тăвĕç.

Кăçал Тăвайри нумай хваттерлĕ тепĕр икĕ çуртăн картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртессипе ĕçлĕç.

Демографи лару-тăрăвне илес пулсан, пĕлтĕр 80 ача çуралнине регистрациленĕ. 112 çын сахалрах вилнĕ. 79 мăшăр пĕрлешнĕ, 40 çемье арканнă.

Сывлăх сыхлавĕ енĕпе округра пуçламăш сыпăка çĕнетсе лайăхлатасси çине тимлĕх хунă, Тушкил ялĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ хута кайнă. 2023 çулта Тăрмăш ялĕнче те врач амбулаторийĕ тума, Тĕмер ялĕнчине вара тĕпрен юсама тытăннă.

Паянхи кун муниципалитет округĕнче культурăн муниципаллă икĕ бюджетлă учрежденийĕ ĕçлет, вĕсем 25 культурăпа кану учрежденине, 18 библиотекăна тата 3 музее пĕрлештерсе тăраççĕ. 10 учрежденийĕ модернизацилени шутланать.

Пĕлтĕр «Культурăна аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн Енĕш Нăрвашри культура çуртне 12,5 млн тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. Кăçал иккĕмĕш тапхăрне ?7,5 млн тенкĕлĕх% юсĕç. Тăвайри краеведени музейне тĕпрен юсама тытăннă. Тушкилти культура çуртне те юсаса лайăхлатĕç.

Çавăн пекех пуçару проекчĕсен хăвачĕ-пе Нÿшкасси, Çĕнĕ Ишпуç тата Чÿкçырми ялĕсенче модульлĕ культура çурчĕсем хăпартса лартĕç ?пĕтĕмĕшле сумми 17,8 млн тенкĕлĕх%.

Сывă пурнăç йĕркинче, паллах, спорт пысăк вырăн йышăнать. Округра пурăнакансене специализациленĕ 18 спортзал, 43 сооружени, 9 футбол площадки, çавăн пекех 5 хоккей коробки тата 3 йĕлтĕр трасси тивĕçтереççĕ. Округ территорийĕнче пурăнакансенчен çурри ытларахăшĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Нумайăшĕ ГТО знакĕсене тивĕçнĕ. Ку енĕпе рейтинг итогĕ- семпе Тăвай ен республикăра иккĕмĕш. Физкультурăпа спорт сферинчи цифровизаци итогĕсемпе пĕрремĕш вырăнта.

«Добрый лед» ача-пăча пăр спортне аталантармалли программăпа пирĕн округ ку чухнехи хоккей коробки тума Еленăпа Геннадий Тимченкосен Ыркăмăллăх фончĕн грантне 2 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.

Çамрăксем регион шайĕнчи тĕрлĕ форум компанийĕсене тата фестивальсене хастар хутшăннине палăртнă муниципалитет ертÿçи. «Эпир Пĕрле» ?«Мы Вместе»% акци картинче пирĕн округ волонтерĕсем инвалидсене, пĕччен пурăнакан ватăсене тата мобилизациленĕ çар çыннисемпе çемйисене пулăшу парассипе активлăх кăтартаççĕ.

Çамрăксене хăйсене те пулăшу параççĕ. Пĕлтĕр 16 çамрăк пултарулăхшăн ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Ĕçлекен 5 çамрăк округ администрацийĕн пуçлăхĕн премине илнĕ.

Халĕ çăмăл мар вăхăт, умра пысăк тĕллевсемпе çивĕч проблемăсем тăраççĕ. Вĕсене эпир пĕрле кăна ăнăçлă татса пама пултаратпăр. Çак ĕçре халичченхи пекех округра пурăнакансем, общество пĕрлешĕвĕсем, политика партийĕ-сен вырăнти уйрăмĕсем тата пур шайри ертÿçĕсем пулăшса пырасса шанатăп. Тавах Сире! - вĕçленĕ хăйĕн докладне Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов. Нумай енĕпе пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата Чăваш Ен Правительствине пĕр хутчен кăна мар тав сăмахĕ каланă.

Доклад тăрăх сăмах илсе ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов Тăвай муниципалитет округĕ аталанура ырă динамика кăтартнине, чылай отрасльпе лайăх позицисем пулнине палăртнă, ĕçе малалла лайăхлатса пырассипе хăш-пĕр сĕнÿсем панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Тăвай округĕ пуçару бюджечĕсене пурнăçа кĕртессипе республикăра чи активлă ĕçлекенсенчен пĕри пулнине кăтартса панă.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин муниципалитет шанчăклă аталанса пынине, округ ертÿ-лĕхĕ ыйтусене татса парассипе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕ-семпе тухăçлă хутшăнса ĕçленине каланă.

Юлашкинчен округ пурнăçĕпе аталанăвне, вĕрентÿпе воспитани ĕçне пысăк тÿпе хывнисене наградăсемпе чысланă, пилĕк çемьене хваттер туянма е пурăнмалли çурт-йĕр тума социаллă тÿлев илме право пуррине çирĕплетекен свидетельствăсем панă тата ытти те.

Поделиться:
Распечатать