1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 11 Октябрь 2024 г.
24 марта 2023 г. 11:18

Шкул автобусĕсем - ачасем валли

Кăçал шкулсен автобусĕсен паркне çĕнетессипе наци проекчĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджечĕн укçипе Чăваш Ене 29 автобус илсе килнĕ, 17-шер вырăнлă вĕсем.

Республика бюджечĕн укçи-тенкипе вара тепĕр 3 автобус туянасшăн.

«Халĕ кунсерен пурĕ 363 автобус шкултан ялсене 1-11 классенче пĕлÿ пухакан 13,5 пин вĕренекене турттарать. Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе пĕрле шкул автобусĕ-сене план тăрăх улăштарасшăн»,-палăртать республикăри вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров. Ачасене шкулсене пĕлÿ илме çитерессине чылай тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче Шупашкарта çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене панă.

Тăвай муниципалитет округĕнчи Тушкилпе (Е.Емельянова) Тăвай шкулĕсем (Е.Моряков) (сăн ÿкерчĕкре) те çĕнĕ автобуслă пулнă.

Поделиться:
Распечатать