1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
24 марта 2023 г. 11:17

Ал ĕçĕ - чун киленĕçĕ

Тăвайри тĕп библиотека çумĕнче «Искусница» кружок ĕçлет. Унта ăста алăллă хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕр-пĕрне паллаштарма çÿреççĕ, хатĕрленĕ япаласемпе куравсем, конкурссем йĕркелеççĕ, кăмăла кайнă эрешсене вара хăйсем тĕрлесе, çыхса, япалисене ăсталаса пăхаççĕ.

Кашни эрнерех тĕл пулаççĕ çапла библиотекăра Тăвайра пурăнакан Татьяна Семенова, Валентина Александрова, Валентина Толкова, Светлана Сергеева, Мария Кузьмина, Вера Поликарпова, Любовь Павлова тата ыттисем те. Тĕрлĕ блюдăсем хатĕрлеме те кăмăллаççĕ хĕрарăмсем.

Галина Мясникова - пултаруллисенчен пĕри, хутран улăм пĕрчи пек пайсем туса ваза, шĕлепке, карçынкка, велосипед тата ытти тĕрлĕ сувенирсем ăсталать. Чăваш тĕрриллĕ костюмсем пуканесемпе аслă çынсем валли тĕрлесе çĕлет, вĕтĕ шăрçасемпе ĕçлет, пластмасса савăтсенчен чечексем, тĕрлĕ япаласем ăсталать, пăккисенчен стенасене илемлетет, тĕрлеме тата çыхма юратать.

- Çакнашкал ал-ĕç ăсталăхне камран вĕренсе пынă эсир/ -интереслентĕм Галина Аполосовна хатĕрленĕ япаласемпе паллашнă май.

- Чун ăçта выртать, алă та çавăн çумне çыпçăнать. Аннепе аттеренех пулĕ, халĕ вара мăшăрăм та манпа пĕр шухăшлă пулни хавхалантарать ,- пулчĕ хурав.

... Галина 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕн-чи Мăн Супарта çуралса ÿснĕ. Тăван ялта 8 класс вĕреннĕ хыççăн Еншик Челлăри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Амăшĕн, Анна Ивановна Денисован професси çулне суйласа илсе Хусанта «ветврач» специальноçне алла илнĕ.

Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Çĕрпÿ районĕнчи «Правда» совхозра тĕп врачра ĕçленĕ. 1986 çулта Тăвайри выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станцинче ветсанэксперт тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă. 2010 çултан хастар хĕрарăм ветеринари аптекинче тăрăшнă. Халĕ Галина Аполосовна тивĕçлĕ канура.

Унăн хĕрĕ Елена Раççейри патшалăх социаллă университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеленнĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕн- тереççĕ, пуçламăш классенче вĕренеççĕ Александрапа Алеша. Вĕсен амăшĕ Вăрмарти ял хуçалăх банкĕн клиент службинче вăй хурать.

Халь Сергейпе Галина Мясниковсем иккĕшĕ пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, юратса пурăнаççĕ. «РоссетиВолга» - «Чувашэнерго» ПАО филиалĕнчи Кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвайри электричество сетĕнче водительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Сергей Павлович. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 44 çул. Вĕсем Галина Аполосовнапа иккĕшĕ те çав тери харсăр çынсем. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Акă Чутейри пÿрт умне, картишне, пахчине пĕрле тунă сăнарсемпе илемлетнĕ вĕсем. Арман, тараса, акăшсем, павлин тата ытти чĕрчунсене курма пулать хитре чечексем хушшинче. Вĕсене чылайччен сăнаса пăхса тăрас килет. Тăвайри хваттерĕн алăкĕн умĕ те ăста алăсем витĕр тухнă япаласемпе пуян. Мясниковсемшĕн ал ĕçĕ - чун киленĕçĕ.

Поделиться:
Распечатать