1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
25 марта 2023 г. 22:41

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет c Днем работника культуры

Культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫак уяв хӑйсен таланчӗпе тата хавхалануллӑ ӗҫӗпе ҫӗршывӑмӑрӑн сайра йышши культура еткерлӗхне сыхласа упракан тата ӑна пуянлатса пыракан, халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне йӗркелекен харсӑр чунлӑ ҫынсене пӗрлештерет.

Эсир тӗнчене лайӑхрах та илемлӗрех тӑватӑр. Унпа пӗрлех ҫынсене хӑйсен пултарулӑх вӑй-халне туллин уҫса пама хавхалантаратӑр, вӗрентетӗр тата аталантаратӑр, вӗсене искусство илемӗпе киленме тата унӑн тарӑнлӑхне туйма пулӑшатӑр.

Эпир сирӗнпе ҫӗнӗ культура объекчӗсем ҫӗклетпӗр, халь ӗҫлекеннисен сӑнне улӑштаратпӑр, ӑрусен ҫыхӑнӑвне шанчӑклӑн тивӗҫтерекен ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. 2023 ҫулта икӗ пысӑк проекта – «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗпе Раҫҫейӗн тӗр­ленӗ карттин ку чухнехи информаци тата технологи хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянлатнӑ музейӗсене йӗркелеме па­лӑртатпӑр.

Культурӑпа искусствӑна чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн, пултарулӑх вӑй-халӗшӗн тата хавхаланулӑхӑршӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Юратнӑ ӗҫӗр сире яланах савӑнӑҫпа килентертӗр, иксӗлми пултарулӑхӑр вара малалла та ҫынсен чӗрисене ӑшӑтса та хавхалантарса тӑтӑр. Сире сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ҫирӗплӗх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                          Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать