1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
6 марта 2023 г. 17:18

Çитсе пыракан çутă уявпа саламлатпăр!

Тушкилте Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ çирĕппĕн аталанса пырать. Çуллен тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те вăйлă аталанать. Хуçалăхра пĕр пин ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем — 440 пуç. Пĕлтĕр кунта 3115 тонна сĕт (районта иккĕмĕш кăтарту) туса илнĕ, производствăна 29 процент ÿстернĕ, кашни ĕнерен сĕт сăвасси 7100 килограмран иртнĕ. Продукци калăпăшĕ кăçалхи январьпе февральте те малалла ÿснĕ.

Асăннă çитĕнÿсенче хуçалăхăн ферминчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Надежда Разиновна Федорова тÿпи уйрăмах сулмаклă. Унăн ырми-канми ĕçĕнчен, чăтăмлăхĕнчен, ырă та ăшă чунлăхĕнчен, ăшпиллĕхĕнчен выльăхсем тутă пуласси те, производство калăпăшĕпе çынсем тÿрĕ кăмăлпа хавхаланса ĕçлесси те тÿрремĕнех килеççĕ. С.Р.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпех чунне парать вăл кунта. Юлашки вăхăтра хăй те выльăхсем самăртассипе хресчен-фермер хуçалăхĕ уçнă, ашлăх вăкăрсем самăртать хастар хĕрарăм.

Пĕлтĕр районти ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин Надежда Разиновнана асăнмалăх парнесем, чечек çыххи парса чысланă. Эпир пуçаруллă тата ĕçчен хĕрарăма Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе — Мартăн 8-мĕшĕпе ăшшăн саламлатпăр, пурнăçра ăнăçусем тата телей сунатпăр

Поделиться:
Распечатать