1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 11 Октябрь 2024 г.
6 марта 2023 г. 17:35

Хамăрăннисене пăрахмастпăр

«Пурне те çакăн пек пĕрлĕхшĕн тата çакăн пек пысăк ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Ку питĕ кирлĕ ĕç. Эпир çĕнтерме тивĕç, халĕ пирĕн çамрăксем кĕрешекен усала темле майпа пирĕн еннелле куçма тата хăçан та пулса пуç çĕклеме памалла мар. Эпир çĕнтеретпĕр! Çĕнтерÿ пирĕнпе пулĕ!

Хамăрăн çакăн пек пĕрлехи ĕçсемпе, масштабĕпе пысăках пулмасан та, çамрăксемшĕн вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, эпир вĕсене çапăçма тата çĕнтерме вăй паратпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Фронта пулăшма тÿпе хывнăшăн тав тунă май.

Чăваш Енри халăх фрончĕ мобилизациленнĕ салтаксем службăра тăракан çар чаçĕсене автомобильсем, техника, оборудовани, материалсем тата апат-çимĕç продукчĕсем тиенĕ 30 тоннăллă фура ăсатнă. Вĕсене пĕтĕмпех республикăра пурăнакансем — индивидуаллă предпринимательсем, ĕç коллективĕсем, шкул ачисем, студентсем, пенсионерсем туянса хатĕрленĕ. Асăннă груз шутĕнче — çапăçура кирлĕ «Нива» тата УАЗ — «буханка» автомобильсем, тиев илмелли тележка-прицеп, тĕрлĕ йышши 25 кăмака, уйри госпиталь валли электрогенератор, тĕрлĕ таварсемпе продуктсем. Вĕсене ку вăхăт тĕлне вырăна çитернĕ те ĕнтĕ.

Етĕрнерен те ятарлă çар операцийĕн зонинчи салтаксем патне гуманитарлă груз янă. Ку вăл — ГАЗ-66 маркăллă икĕ автомобиль, пĕр Урал (фургон) маркăллă автомобиль, госпиталь валли краватьсем, буржуйка кăмакасем, рацисем, эмелсем, апат-çимĕç наборĕсем. Çак груза округра пурăнакансем, бизнеспа обществăлла организацисен представителĕсем хатĕрленĕ.

Пулăшăва Тăвай муниципалитет округĕнчи çынсем те хутшăннă, фронтра куллен кирлĕ япаласем ăсатнă. Салтаксен çемйисене пулăшас тĕлĕшпе те çапла тимлесех тăраççĕ. Ĕнер координаци центрĕн членĕсем социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсемпе пĕрле мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенче пулнă. Çывăх çыннисене мартăн 8-мĕшĕпе саламланă. Вĕсене патшалăх уйăракан пулăшу мерисем çинчен памяткăсем панă. Çавăн пекех çар операцине хутшăнакансен çемйисем ытти ыйтупа та консультацисем илнĕ.

 

--

Поделиться:
Распечатать