1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
6 марта 2023 г. 18:00

Пĕтĕмлетÿсем. Проектсем. Тĕллевсем

Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тăвай, Йăнтăрчă, Тенеяль тата Улянкă, Тăрмăш, Лачкасси, Мучар, Кĕрше тата Киччĕ ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă, округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата малашлăх ĕçĕсем çинчен каласа панă. «Ÿсĕмсем пур, çакăнпа пĕрлех пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар»,— палăртнă Владимир Борисович. Ял тăрăхĕсен 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсемпе тата кăçалхи тĕллевсемпе Тăвай, Тăрмăшпа Мучар территорийĕсен начальникĕсем Н.Сормов, А.Матросовпа А.Егоров, ял территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Уськина паллаштарнă.

Тĕлпулăва социаллă служба представителĕсем, округ администрацийĕн специалисчĕсем, Россельхозбанкра тата полици уйрăмĕнче ĕçлекенсем хутшăннă. Ялсенче пурăнакансене халăха социаллă хÿт-лĕх паракан сферăри законодательство улшăнăвĕсемпе, округри ял хуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕ-семпе, хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленекенсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе, патшалăх порталĕн майĕпе илекен услугăсемпе, тĕрлĕ ултавçăсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнă.

Тăвай ялĕ — округ центрĕ. Территори пайĕн ертÿçи Николай Сормов пухусенче халăха 2022 çулта картишсен территорийĕсене тирпей-илем, ялта пурăнакансен пуçарăвĕпе 11 проект пурнăçа кĕртни çинчен каласа панă. Шыв башнисене юсамалли программа пирки те сăмах хускатнă. Кăçал икĕ башня юсама пуçланă. Тăвайсен пуçарăвĕпе пасар территоринче, шкул площадкинчи скверта тирпей-илем кĕртеççĕ. Нагорная тата Карл Маркс урамĕсенчи çулсене юсама палăртнă.

— Хăтлă хула тăрăхĕ федераллă программăпа килĕшÿл-лĕн проектăн виççĕмĕш тапхăрне — Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи сквера тирпейлессине пурнăçа кĕртмелле,— тенĕ Николай Иванович.

Центрти краеведени халăх музейне тĕпрен юсама аукцион ирттернĕ - ĕçсем пуçланаççĕ.

Тăвайри муниципалитет округĕн пуçлăхĕ В.Михайлов 2023 çулта пурнăçланакан инвестици проекчĕсем, гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсасси, ял туризмне аталантарасси, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пăрахăçланипе управлени структуринчи улшăнусем çинче чарăнса тăнă.

Пухура çынсем медицина пулăшăвне лайăхлатас ыйтăва та хускатнă. Нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсенчи чечексен пахчисем, ача-пăча вылямалли лапамсем, пурăнмалли вырăнсем тума сĕннĕ. Киров ячĕллĕ урамри кĕпере юсамалли тата ытти ыйтусем те пăшăрхантараççĕ çынсене.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă пуçару проекчĕсене тĕплĕн сÿтсе явнă. Вĕсене пурнăçа кĕртни ялсен сăн-сăпатне малалла çĕнетсе улăштарма, вĕсен хăтлăхĕ- пе çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатсах пыма пулăшнине палăртнă тĕлпулусенче сăмах илекенсем. Тĕлпулăва хутшăннисемпе халăх хушшинче чĕрĕ калаçу пынă, кашни хăйĕн шухăшĕпе сĕнĕвĕсене пĕлтерме пултарнă. Вĕсем сахал мар пулнă. Тенеялĕнчи Николаев урамĕн- чи çула юсасси, Йăнтăрчă масарне тирпейлесе йĕркелесси, шыв башнисене пăхса тăрасси, Улянкă ялĕнче ача-пăча лапамĕ тумалли вырăна палăртасси, сĕт хакĕ чакса пыни ĕне усракансене тивĕçтерменни тата ытти çинчен те каланă. Тенеяльсем, тĕрĕсрех Вячеслав Федоров, клуб патĕнчи памятник çывăхĕнчи çÿп-çап площадкине урăх вырăна куçарас пирки те çирĕппĕн хускатнă.

Тăрмăш. 2023 çулхи тĕп задачăсемпе паллаштарнă Алексей Николаевич. Пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем — çулсене юсасси, шыв башнисене улăштарасси, врач амбулаторийĕ тăвасси, шкул территорине тирпей-илем кĕртесси, Лачкассинче кĕпер тăвасси. Юлашки ыйтупа объекта 2024 çулта пурнăçлама пуçлассипе плана кĕртме «Чувашупрдора» официаллă çыру тăратни (кĕпер республика балансĕ çинче) пирки ăнлантарнă пухăннисене. Хальхи вăхăтра проектпа смета докуменчĕсем тăваççĕ.

— Спортра та, культурăра та, вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те эсир пысăк çитĕнÿсем тăватăр. Çакă çынсем пуçаруллă пулнинчен, территори уйрăмĕ, депутатсем, старостăсем çаврăнăçуллă тăрăшнинчен килет,—тенĕ Владимир Борисович. Уйрăмах Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем СВО салтакĕсене пысăк гуманитари пулăшăвĕ панине палăртнă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ В.Михайлов.

Пухăннисем урамра сцена тăвас пирки ыйту хускатнă. Суворов ячĕллĕ урамри çула юсамалла. Ленин урамĕнче шыв кăларакан пăрăх хывмалла. Ку ĕçсем пурте Лачкассинче пулаççĕ. Тăрмăшри Октябрьская урамри çул та çĕнетÿ кĕтет. Çапкаланса çÿ- рекен тилĕсемпе йытăсем, сĕтĕн пĕчĕк хакĕ, Сосновски пултăрана пĕтерес пирки сăмах пуçарнă.

Мучар территори пайĕн начальникĕ Артем Егоров пĕлтĕр мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа кăтартнă.

Киччĕ ялĕнче таса шывпа тивĕçтермелли системăна тепĕр икĕ урамра тăвассипе ĕçленĕ, Кĕршере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса вилнисене асăнса палăк лартнă. Мучарти аялти масара тирпейленĕ, шкулти пуçламăш классене кĕмелли пăрăнчăк хÿмине юсанă, Октябрьская урамри çула юсаса çĕнетнĕ. Çул-йĕр фондĕнчен пурĕ 878 метр тăршшĕ çул юсанă. Каçсерен урамсене çутатакан лампăсене, шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Пушара, çурхи шыв сарăлассине хирĕç кĕрешмелли мероприятисем йĕркеленĕ. Сосновски пултăран пулăхлă çĕрсене сиенлессине чарассипе тата ытти тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе ĕçленĕ.

— Кăçал вара Киччĕре шывпа тивĕçтерекен башньăна тата Первомайски урамри çула, Кĕршери — Чапаев, Мучарти Красноармейски урамсенчи çулсене çĕнетмелле. Кĕршери Гагарин урамĕн-чи пĕвене тасатмалла. Мучар шкул территорийĕнчи хĕвелтен хÿтĕленмелли объекта юсамалла,—калаçăвне тăснă малалла Артем Валерьевич. Вăл ял çыннисене, депутатсене, старостăсене ялсен тăрăхĕсене тирпейлеме активлăх кăтартнăшăн тав тунă.

Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тĕлпулусенче тухса калаçнисен сăмахĕсене пĕтĕмлетнĕ, контроле илнĕ.

Тĕлпулусенче «Тăрмăш» халăх фольклор ансамблĕ, Тăвайри Мучарти культура çурчĕ-сенче ĕçлекенсем концерт номерĕсемпе савăнтарнă.

Поделиться:
Распечатать