1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 19 Май 2024 г.
12 июня 2023 г. 22:50

Глава Чувашской Республики Олег Николаев поздравляет с Днем России

 Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

  

Ҫак уяв пирӗн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – тӗнчери хӑватлӑ патшалӑхӑн пӗрлӗхне сӑнарлать, унӑн аслӑлӑхне Раҫҫей ҫыннисен нумай-нумай ӑрӑвӗ туптаса ҫирӗплетнӗ.

Эпир – мухтавлӑ ҫӗнтерӳсен, аслӑ культурӑпа йӑла-йӗрке еткерҫисем, Раҫҫейпе тата унӑн пуян историйӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр. Ҫакӑ пире ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма тата ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартма, промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗнче, наукӑпа культурӑра тата спортра ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантарать.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн Раҫҫейӗн тӗнчери ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнӑвӗсене хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, нумай вӑйӑмлӑ тӗнче туса хума ӑнтӑлакан тата тӗнчери право йӗркисене пӑхӑнассине тӗп вырӑна хуракан тӗрлӗ континентсенче те уҫҫӑн ырлани тата хапӑл туса йышӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ. Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать. 

Пысӑк та анлӑ тӗллевсене пурнӑҫлама хастар хутшӑнса Чӑваш Ен ҫӗршыв аталанӑвне тата унӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывать. Эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе – Тӑван ҫӗршыва хастарлӑн хӳтӗлекен ку чухнехи паттӑрсемпе, ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлев пултарулӑхне ҫирӗплетекен предприятисемпе, пирӗн салтаксене пулӑшакан ҫынсемпе мухтанатпӑр. Сирӗнтен кашнинех тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма тата мӗнпур пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!

  

Чӑваш Республики

Пуҫлӑхӗ                                                                                  Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать