1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 19 Май 2024 г.
2 июля 2023 г. 10:30

Олег Николаев поздравляет с Днем работников морского и речного флота

Хисеплӗ туссем!

Сире Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уява республикӑра тинӗспе юхан шыв инфратытӑмне аталантарассишӗн тата кунта пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ ҫынсем паллӑ тӑваҫҫӗ.

Эсир пысӑк карапсене ҫӳрететӗр, хӑватлӑ двигательсене ӗҫлеттеретӗр, шыв транспорчӗн юхӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтеретӗр. Сирӗн ӗҫӗрпе тӑрӑшулӑхӑр ҫӗршывсемпе регионсем тата ҫынсем хушшинчи суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене, туслӑ хутшӑнусене аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

Паян Чӑваш Енре юхан шыв тӑрӑх куҫакан  груз юхӑмне тата тинӗс туризмне йӗркелесе тӑмалли тухӑҫлӑ тытӑм туса хума мӗнпур майсем пур. «Валдай» карапсем юхан шыв маршручӗсемпе ҫӳреме тытӑнни регионсем хушшинчи юхан шыв транспорчӗпе пассажирсем турттарас ӗҫе аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫрӗ.

Эсир логистикӑн ҫӗнӗ сыпӑкӗсемпе суту-илӳ хутлӑхӗсене йӗркелемелли, туризм вӑй-хӑватне ӳстерсе пымалли яваплӑ тӗллевсене республикӑпа ҫӗр-шывӑмӑр ырлӑхӗшӗн малашне те тухӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Ҫамрӑк ӗҫченсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан, вӗсене хӑйсен пӗлӗвӗпе паха опытне паракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Олег Николаев                                                

Поделиться:
Распечатать