Cуту-илĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ — Суту-илÿ ĕçченĕн кунĕ — ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Çак уява республикăри суту-илÿпе общество апатланăвĕнче вăй хуракан 68 пин ытла çын паллă твать.
Суту-илÿ хăй вара Чăваш Ен экономикин питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ сфери пулса тăрать. Вăл регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 15% яхăн пайне йĕркелет, тĕрлĕ шайри бюджета кĕрекен налук тÿлевĕсен 12% тивĕçтерет.
Паян республикăра суту-илÿ инфратытăмĕ ăнăçлă аталанать, çĕнĕ лавккасем уçăлаççĕ, таварсен ассортименчĕ пуянланать, халăх ыйтăвĕсене татса парассин пахалăхĕ лайăхланать.
Суту-илĕвĕн çĕнĕ майĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çак ретре — маркетплейссем, таварсене, çав шутра апат-çимĕçе тата общество апатланăвĕн продукцине клиентсем ыйтнă вырăна леçсе паракан службăсем аталанаççĕ. Электрон пулăшу ĕçĕсемпе сервиссен калăпăшĕ çулталăкăн пĕремĕш çурринче иртнĕ çулхинчен 3,5 хута яхăн ÿснĕ.
Çав вăхăтрах вырăнти производительсене çул парасси çинчен те манмастпăр. Республикăри бизнеспа пĕрле тунă йышăнусем пулăшнипе вĕсен лавккасен сентрисем çинчи тÿпи палăрмаллах пысăкланчĕ. Паллах, вĕсене малашне те пулăшса пырăпăр.
Хисеплĕ ĕçтешсем, сире тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн, ĕçе парăннăшăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх, телей, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев