1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 19 Май 2024 г.
27 июля 2023 г. 21:10

Олег Николаев поздравляет с Днем избирательных комиссий в Чувашской Республике

Суйлав комиссийĕсен хисеплĕ членĕсемпе ĕçченĕсем, суйлав тытăмĕн ветеранĕсем!

Сире Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак куна тăхăр пине яхăн çын — тĕрлĕ професси, интерес тата тĕнче курăм представителĕсем — виççĕмĕш çул паллă тăваççĕ. Анчах сире пурне те, хисеплĕ ĕçтешсем, хăвăрăн влаç органĕсен суйлавĕн уççăнлăхĕпе легитимлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçĕре парăнни пĕрлештерет.

Суйлав процесĕнче цифра технологийĕсемпе усă курнин ăнăçлă опытне пĕрре кăна мар федераци шайĕнче палăртнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче тăхăр муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи хушма суйлавсенче эпир пуçласа дистанци мелĕпе электрон сасăлав ирттерĕпĕр.

Сире граждансем хăйсен кăмăлне ирĕклĕн палăртассине йĕркелеме, суйламалли тата суйланмалли Конституци правине тивĕçтерме хастар хутшăннăшăн тав тăватăп.

Сире пурне те професси енĕпе çĕнĕ çитĕнÿсем тума тата пĕтĕм ыррине сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                             Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать