1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 6 Май 2024 г.
30 июля 2023 г. 21:55

Олег Николаев поздравляет с Днем Военно-морского Флота

Хисеплĕ юлташсем!

Сире Тинĕс ҫар флочĕн кунĕпе саламлатăп!

Ку уяв - пирĕн Тăван ҫĕршыв интересĕсене тинĕсре виҫĕ ĕмĕр ытла шанчăклă хӳтĕлекен Раҫҫей флочĕн вăйне тата хăватне кăтартаканскер.

Чăваш Еншĕн - карапсем тунă паллă ăсчахăн Алексей Крыловăн, кун-ҫулне тинĕс ҫар вăйĕсемпе ҫыхăнтарнă ытти вун-вун ентешĕн тăван ҫĕрĕшĕн - Тинĕс ҫар флочĕн кунĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир хамăрăн шефа илнĕ карапсемпе, ҫак шутра «Чăваш Ен» гварди ракета катерĕ, «Етĕрне» тата «Ҫĕнĕ Шупашкар» тральщиксем, Тинĕс мухтавĕн музейĕ пулса тăнă «Шупашкар» чикĕ хуралĕн карапĕ, чăннипех те мăнаҫланатпăр.

Карап, шыв ай киммисем ҫинче ĕҫлекенсене, тинĕс авиацийĕнче тата пехотăра службăра тăракансене, карапсен проекчĕсене хатĕрлекенсене, ҫĕнĕ карапсен строительствине пурнăҫлакансене чĕререн тав тăватăп. Ҫак сферăсенче пуринче те пирĕн ентешсем вăй хураҫҫĕ, чи кăткăс тĕллевсене ăнăҫлă пурнăҫа кĕртеҫҫĕ. Вĕсем тивĕҫсене Тăван ҫĕршыва чунпа-чĕрепе парăнса пурнăҫлани ҫитĕнекен ăрушăн ҫутă тĕслĕх пулса тăрать.

Тăван ҫĕршывăн тинĕс чиккисене хӳтĕлекенсем, уяв ячĕпе сире!

Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, телей сунатăп. Ишев яланах ăнăҫлă пултăр!

 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                          Олег НИКОЛАЕВ 

Поделиться:
Распечатать