1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 6 Май 2024 г.
13 августа 2023 г. 20:31

Олег Николаев поздравляет с Днем строителя

Чӑваш Республикин хисеплӗ строителӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Республики пӗр вӗҫӗм ҫӗнелсе улшӑнать, пурӑнма хӑтлӑ та илӗр-тӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать.

Строительство отраслӗ республикӑпа ҫӗршывӑмӑр экономикин шанчӑклӑ тӗрекӗ шутланать. Вӑл ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе хутӑш отрасльсене аталантарма хӑватлӑ вӑй кӳрет.

Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсене республикӑра пурӑнакан кашни ҫын туйса тӑрать! Пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем, ача сачӗсем, шкулсем, больницӑсем, парксемпе скверсем – ҫакӑ пурте халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне йӗркелет.

Пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ йывӑрлӑхсем хамӑр ҫӗршыври строительство технологийӗсене аталантарма, строительство материалӗсен ҫӗнӗ производствисене хута яма тата инновациллӗ архитектура, инженери тата конструктор йышӑнӑвӗсене тума хавхаланатарчӗҫ.

20 пин ытла ҫын тата виҫӗ пин ытла строительство организацийӗ республикӑн хӑйне евӗрлӗ архитектура сӑн-сӑпатне йӗркелет, ҫав хушӑрах унӑн историлле уйрӑмлӑхне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшать; инженери, социаллӑ пурнӑҫ тата транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсене тумалли, ҫурт-йӗр туса лартмалли тата территорисене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртет.

Строительство комплексӗн никӗсне хывнӑ тата ҫамрӑк ӑрӑва ҫӗнӗ ӗҫ династийӗсем йӗркелеме пу-лӑшса пырса хӑйсен пуян опычӗпе пӗлӗвне паракан ветерансене уйрӑмах пысӑк тав.

Сире строитель профессине чунтан парӑннӑшӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп!

Пурсӑра та мӗнпур лайӑххине, ӑнӑҫусем тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин

        Пуҫлӑхӗ                                                                                        Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать