1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 6 Май 2024 г.
24 августа 2023 г. 20:05

Хаклӑ ачасем, студентсем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ!

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ – тӗрлӗ ӑрури ҫынсемшӗн ырӑ та хумхануллӑ самант. Ҫак уяв кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле кӑсӑклӑ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине пӗлтерет.  

Чӑваш Енре вӗренӳ ӗҫне пур енлӗн аталантарасси, вӗрентекенсене, ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшса пырасси ҫине тимлӗ пӑхаҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкулсем ҫӗклеҫҫӗ, киввисене тӗпрен юсаҫҫӗ, культурӑпа спорт объекчӗсем уҫаҫҫӗ. Республикӑра ӳссе ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру хӑйӗн пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултартӑр тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Шкул ачисемпе студентсене вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тума, умри тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре харсӑр та чӑтӑмлӑ пулма, шанчӑклӑ, чӑн-чӑн туссем тупма сунатӑп. Ҫакна асра тытӑр: пӗлӳ вӑл – калама ҫук хаклӑ пуянлӑх, ӑна сирӗнтен никам та туртса илме пултараймасть. Йывӑрлӑхсенчен ан шикленӗр, ӗмӗтленӗр, хӑюллӑ плансем тӑвӑр та хӑвӑрӑн пуласлӑха ӗненӗр. Сирӗн пурсӑрӑн та хӑйне майлӑ талант пур, сирӗнтен кашниех палӑртса хуниине пурнӑҫлама пултарать.

Чӗререн тухакан уйрӑм тав сӑмахӗсене педагогсемпе наставниксене калас килет. Яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн, шаннӑ ӗҫе чуна парса, юратса туса пынӑшӑн тавтапуҫах сире! Ҫакна шанса тӑратӑп: паянхи шкул ачисем, каччӑсемпе хӗрсем эсир ирттерекен ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ уроксене яланах асра тытса, ӑшшӑн аса илсе пурӑнӗҫ.

Сире пурсӑра та Пӗлӳ кунӗпе саламлатӑп! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тума иксӗлми вӑй-хал, хавхалану, ҫирӗплӗх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Л.И. Черкесов

 

2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ

Поделиться:
Распечатать