1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 14 Апрель 2024 г.
19 февраля 2024 г. 20:06

Поздравление Главы Чувашской Республики с Днем российских студенческих отрядов

Хаклӑ туссем!

Раҫҫейри студентсен отрячӗсен пысӑк ҫемйине уяв ячӗпе саламлатӑп!

Студентсен отрячӗсенче хальхи яшсемпе хӗрсем маларахри ӑрусем 65 ҫул каярах хывнӑ ырӑ йӑласене малалла тӑсаҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Раҫҫейри Студентсен Отрячӗсем» общество организацийӗн Чӑваш регион уйрӑмне 2001 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа республикӑри 55 пин ытла студент ҫамрӑксен юхӑмӗн ретне тӑнӑ. Чӑваш Енре ҫӗршывӑн тӗрлӗ ӗҫ объектӗнче вӑй хума кашни ҫулах 30 ытла отряд йӗркеленет.

Раҫҫейри Студентсен Отрячӗсен девизӗ ҫакӑн пек илтӗнет – «эпир тӗрлӗрен, анчах та пурте пӗр шухӑшлӑ, ҫавна пула эпир ҫитӗнӳсем тӑватпӑр, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашниех ҫӗнтерме хӑнӑхнӑ!». Ҫамрӑксене кирек хӑш саманара та туслӑх, иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑх тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан пултаруллӑ ӗҫ пӗрлештерсе тӑрать. Пирӗн яшсемпе хӗрсем экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче, ял хуҫалӑхӗнче, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тата культура учрежденийӗсенче ӗҫлеҫҫӗ, республикӑн общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш Ен тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫакна йышлӑ наградӑсем те ӗненмелле ҫирӗплетеҫҫӗ.

Студентсен отрячӗсен мӗнпур хастарне тата ветеранне тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре ӑнӑ-ҫусем, иксӗлми вӑй-хал, хастарлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

 

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ    

Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать