1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 24 Июнь 2024 г.
8 февраля 2024 г. 21:54

Олег Николаев поздравляет с Днем российской науки

Хисеплӗ ӑсчахсемпе наука ӗҫченӗсем, преподавательсемпе аспирантсем тата студентсем!

Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа тӗпчев комплексӗ 32 организацие пӗрлештерет. Наука вӑй-хӑвачӗн тӗп пайне республикӑри малта пыракан аслӑ шкулсем йӗркелеҫҫӗ, унта хальхи вӑхӑтри центрсемпе лабораторисем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем пирӗн ӑсчахсемпе предприяти-ӗҫтешсем стратегилле пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсем енӗпе пӗрле туса хатӗрлекен проектсене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.

Наука ӗҫне тӗрлӗ сферӑра аталантарма ӑнтӑлакан ҫамрӑксен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Ҫакна шкулсенче ӑслӑлӑх обществисем туса хуни те витӗмлӗн ҫирӗплетет, вӗсем ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене шкулти преподавательсем ертсе пынипе ҫеҫ мар, аслӑ шкулсен сотрудникӗсем ертсе пынипе те тухӑҫлӑ ӗҫлекен ушкӑна пӗрлештереҫҫӗ.

Ӑслӑлӑха парӑннӑ, хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлакан тата Чӑваш Ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп. Пирӗн республика иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх промышленноҫ производствине ӳстерес енӗпе ҫӗршыври регионсем хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнинче, паллах, сирӗн тивӗҫӗр те пур. Эсир наукӑра тӑвакан открытисем ял хуҫалӑхӗнче, медицинӑра, ИТ-сферӑра, электротехникӑра, машинӑсем тӑвас ӗҫре тата ытти ҫул-йӗрте мала иртме май паракан технологисене ӗҫе кӗртме пулӑшаҫҫӗ.

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхне ҫӗнӗ кӑсӑк тӗпчевсем, хӑюллӑ экспериментсем тума тата чи хӑюллӑ шухӑшсемпе проектсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ
Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать