1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 14 Апрель 2024 г.
25 марта 2024 г. 21:00

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет c Днем работника культуры

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 

Отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 

Чӑваш Енӗн культура анинче паян виҫӗ пин ытла ҫын вӑй хурать. Эсир хӑвӑр профессие чӑннипех юратнине тата ӑна чунтан парӑннине пула эпир илемлӗхе курма тата хаклама вӗренетпӗр, Чӑваш Республикин хӑйне евӗрлӗ пултарулӑх йӑли-йӗркипе паллашатпӑр. Ахальтен мар Чӑваш Ене: «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ», — теҫҫӗ. Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форум Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин инсталляцийӗпе уҫӑлнипе эпир тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Культура еткерлӗхне типтерлӗн сыхласа упрани тата аталантарни общество пӗрлӗхне йӗркелеме, халӑхсем хушшинчи хутшӑнусемпе социаллӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме пулӑшать. Республикӑра 128 наци ҫынни пурӑнать, вӗсенчен кашниех регионӑн культура пурнӑҫне хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывать.

Талантлӑ ҫынсем пултарулӑхри хӑйсен пӗтӗм тӗллевне пурнӑҫлама пултарччӑр тесе эпир мӗн кирлине йӑлтах тӑватпӑр. Юлашки пилӗк ҫулта республикӑра хуласемпе районсенче 25 культура учрежденийӗ тунӑ, юсаса ҫӗнетнӗ тата тӗпрен юсанӑ, 33-шне хальхи оборудованипе пуянлатнӑ. Халӑх культура мероприятийӗсене ҫӳресси хӗрӗх процент чухлӗ ӳсрӗ. Учрежденисенчен ҫурри ытла пайӗ «Пушкин картти» программӑпа ӗҫлет, вӑл сӗнекен майсемпе ачасемпе ҫамрӑксен 99 процентне яхӑн йышӗ хастарлӑн усӑ курать.

Чӑваш Енӗн ылтӑн фончӗ — юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн нумай нациллӗ пуянлӑхне йӗркелекен, ӑна ӳстерсе пыракан, сыхласа упракан тата аталантаракан хастар ҫынсем. Унӑн ырӑ витӗмӗпе ҫамрӑк ӑру патриотизм туйӑмне ӑша хывса, тӑван ҫӗре хисеплеме тата юратма вӗренсе ҫитӗнет.

Культурӑпа искусство ӗҫченӗсене ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхшӑн тата юратнӑ ӗҫе парӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, пултарулӑхра ҫитӗнӳсемпе хавхалану, ҫӗнӗ кӑсӑк проектсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ

Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать