1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 30 Декабрь 2024 г.
29 июня 2024 г. 9:52

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём Молодёжи

Хисеплӗ яшсемпе хӗрсем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ – хӑватлӑ вӑй, унӑн йышӗнче пур енӗпе те кӑ-сӑкланакан, пысӑк тӗллевсем палӑртакан тата вӗсене туллин пурнӑҫлама ӑнтӑлакан 300 пине яхӑн хастар чунлӑ каччӑпа хӗр.

Халӗ сирӗн пурнӑҫӑрта ытарайми тапхӑр – анлӑ майсемпе ҫӗнӗлӗхсен, ҫӗнӗ пулӑмсемпе ҫутӑ туйӑмсен вӑхӑчӗ. Правительство тӗллевӗ – вӗренӳре, профессипе пултарулӑхра тата общество ӗҫӗ-хӗлӗнче кашни ҫамрӑках хӑйне пур енлӗн уҫса пама пултармалли майсем йӗркелесси. Ҫамрӑксем Чӑваш Енре юлччӑр тата хӑйсен телейлӗ пулас ӗмӗт-шухӑшне тӑван енпе ҫыхӑнтарччӑр тесе эпир мӗн кирлине  пурне те тӑватпӑр.

Ҫӗршывра ҫамрӑксен патшалӑх политикине пурнӑҫланин рейтингӗнче Чӑваш Республики малта пыракансен теҫеткинче тӑрать. 2024 ҫулта «Ҫам-рӑк ҫемье» программӑпа Чӑваш Енри 166 ҫамрӑк ҫемьен пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянмашкӑн е тумашкӑн пулӑшу илме майсем пур.

Пирӗн ҫамрӑксем наука сферинче сахал мар ӑнӑҫлӑ проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, ҫӗннине уҫаҫҫӗ, производствӑра пысӑк ҫитӗнӳсем, спортра курӑмлӑ ҫӗнтерӳсем тӑваҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыв ин-тересӗсене хӳтӗлекен ҫамрӑксене, нуша тӳсекен ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр волонтерсене – уйрӑм тимлӗхпе хисеп.

Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхать. Эсир пире хӑ-вӑрӑн иксӗлми вӑй-халӑрпа хӑватлантаратӑр. Сирӗн ҫиҫсе-ҫунса тӑракан куҫӑрсем ҫине пӑхса эпир ҫӗршывӑмӑрӑн малашлӑхӗ тата та лайӑх пулас­сине ӑса хыватпӑр. Эпир сирӗнпе пӗрле чи пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртетпӗр тата Чӑваш Ен пурӑнма, ӗмӗтленме тата малалла аталанма хавхалантарса тӑракан чи лайӑх вырӑн пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тӑватпӑр.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче сире телейпе ҫитӗнӳсем сунатӑп! Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                  Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать