1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
30 сентября 2024 г. 20:44

Глава Чувашии поздравляет с Днем воссоединения Донецкой Народной Республики, Луганской Народной Республики, Запорожской области и Херсонской области с Российской Федерацией

Хаклӑ туссем!

Сире ҫӗнӗ регионсем Раҫҫей Федерацийӗпе тепӗр хут пӗрлешнӗ кун ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун уяв кӑна мар, истори тӗрӗслӗхӗ ҫиеле тухнине палӑртакан  пӗлтерӗшлӗ тапхӑр та.

Юлашки икӗ ҫул вырӑс чун-чӗриллӗ ҫынсен чӑмӑртанӑвне уҫҫӑн палӑртрӗ. Донецк тата Луганск халӑх республикисене, Запорожьепе Херсон облаҫӗсене ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур кӗтесӗнченех гуманитарлӑ грузсем килсе тӑраҫҫӗ. Тӗрлӗ профессиллӗ чи лайӑх специалистсем ҫӗнӗ регионсене ҫитсе мирлӗ пурнӑҫа йӗркене кӗртме пулӑшаҫҫӗ.

Тӑванла ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ майӗсене йӗркелесе ҫитерес ӗҫе Чӑваш Ен те хастар хутшӑнать. Эпир социаллӑ инфратытӑма чӗртсе тӑратма пулӑшатпӑр. Культурӑпа вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ хӳтлӗх сферисенче вӑй хуракансем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе ӗҫтешӗсемпе хастарлӑн ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла майпа пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ, информаципе методика тата консультаци пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Пирӗн ӗҫченсен бригадисем коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенче те вӑй хураҫҫӗ.

Малалла та пӗрле ӗҫлемелли тӗллевсен йышӗ – анлӑ. Пӗрлехи вӑйпа, ҫирӗп туслӑхпа пӗр шухӑшлӑх вӑй кӳрсе тӑнине пула эпир пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерме, тӑнӑҫлӑха ҫирӗплетме, йӗркеллӗн аталанса пыма лайӑх майсем туса хума пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫусем тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ

Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать