Сăмахăм ман Тăвай тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче 1907 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çуралса ÿснĕ Иван Николаевич Николаев пирки пулĕ. Вăл — РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăха сыхлас ĕçĕн отличникĕ пулнă, малтан ялти пуçламăш, унтан Енĕш Нăрвашри икĕ класлă шкулсенче пĕлÿ пухнă. 1926 çулта Канашри педтехникумра вĕренме тытăнать. Анчах виççĕмĕш курсра чухне вĕренме пăрахать те Мускаври пĕрремĕш мединститута кайса кĕрет. Вĕренсе пĕтерсен Тăвайне таврăнать, врач пунктĕнче ĕçлет.Çав çулхинех ăна çар службине илеççĕ. Унтан вăл 1934 çулта таврăнать, Шупашкарта акушер шкулĕн директорĕ, пĕр вăхăтрах фармацевтика шкулĕн директорĕ те пулса ĕçлет. Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланас умĕнхи çулсенче Иван Николаевич Чăваш Енри ачасен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕнче тăрăшать. Анчах вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех çара илнĕ ăна, 33-мĕш арми составĕ-нче вăл хирурги ушкăнĕн уйрăм рота начальникĕ, 2-мĕш гварди кавалери дивизийĕн медсанвзвод командирĕ пулнă, хастарлăхшăн нумай орденпа медале тивĕçнĕ. 1945 çулта Шупашкара таврăнсан гинекологипе ача çуратакан больницăн тĕп врачĕнче ĕçлет. 1956—1974 çулсенче — ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин тĕп акушер-гинекологĕ.
Иван Николаевича СССР Верховнăй Совет депутатне те суйланă, Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине те кĕртнĕ. Ăна мирлĕ пурнăçра та Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă.
Асрах-ха иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем, Иван Николаевич Николаева пуçласа çывăххăн курнă самантсем. Мана унпа Гурий Петрович Петров, вăл ун чухне ялти пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пыратчĕ, паллаштарнăччĕ. Эпĕ, Тенеяль хĕрĕ, унăн аслă ывăлне Геннадие качча тухнăччĕ, Вăрманхĕррине кайсах çÿренĕ. Гурий Петровичпа юнашар Кузьма тете çемйипе пурăнатчĕ. Вăл Иван Николаевичăн пиччĕшĕ пулнă, сайрарах пулсан та, тăван ялне пырсах çÿретчĕ Шупашкартан. Вĕсен тата Александра Николаевна та пурччĕ, вăл — врач-терапевт. Вăхăт иртрĕ, çул хыççăн çул ăсанчĕ. Эпир те Шупашкарта ĕçлесе пурăнтăмăр. Анне йывăр чирлесе ÿкрĕ. Çавăн чухне аннене Иван Николаевич сиплерĕ. Аннен хăрушă чир — рак. Аннен пурнăçне Вăрманхĕрри ывăлĕ Иван Николаевич виçĕ çула тăсрĕ. Паллă, анне сывалаймасть. Çапах та Иван Николаевич çине тăрсах сиплетчĕ аннене. Сăмахпа та лăплантаратчĕ. Ăста гинеколог пулнă вăл. Вăтам пÿллĕскер, лăпкăн кăна калаçатчĕ, аннере ĕненÿ, шанăç çурататчĕ.
Вăрманхĕрри... Утаттăм эпĕ унăн урамĕсемпе. 1935—1938 çулсенче ЧАССР Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ пулнă Иван Кузьмич Абрамов та Вăрманхĕрри ялĕнчен тетчĕç. Вăл та Иван Николаевич пекех Мускаври 1-мĕш медицина институтне пĕтернĕ иккен. Канашри медучилищĕн директорĕ Афанасий Иванович Иванов та Вăрманхĕрринчен пулнă. Нумай çынна сыватнă вĕсем ун чухне. Аслă вăрçă вучĕ витĕр паттăррăн утса тухса, киле чиперех таврăннă. Кăкăр тулли орден-медаль вĕсен. Тавтапуçах Çĕнтерÿ салтакĕсене, сывлăх хуралçисене.
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА. Вăрманхĕрри—Шупашкар