1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 25 Октябрь 2025 г.

Тăвай тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри, Вăтаяль, Кармал, Киччĕ, Çĕнçырма, Чутей, Тĕмер, Элпуç, тен, ытти ялсен таврашĕнче Эрех çырмисем пур. Ячĕ пирки сăмах хускатсан, пурте тенĕ пекех, çак çырмасенче ĕлĕк ял çыннисем вăрттăн эрех юхтарни пирки пĕлтереççĕ.

Çапла ăнлантарни ăруран ăрăва куçса пырать.

ЭРЕХ ЮХТАРНĂ

Кĕнекесенче те тĕл пулатпăр çакнашкал ăнлантарнине. Акă, «Дела …

подробнее
24 января 2025 г. 15:06

Черетлĕ çĕр улми выставки çитес çул мартăн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарти МТВ-Центрта иртет.

Выставка программинче çĕр улми ÿстерекенсем валли наукăпа практика конференцийĕ-сем, мастер-классем йĕркелеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сорчĕпе паллаштараççĕ. Тĕрлĕ вăрлăх сутма палăртаççĕ. Кунта çĕр улми туса илмелли техникăпа та паллашма пулать. Çĕр улмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Ача-пăча валли конкурссем ирттереççĕ.

Выставкăна …

подробнее
24 января 2025 г. 14:47

• Иртнĕ эрнери юнкунран пуçласа республика ертÿлĕхĕ ĕçĕн çĕнĕ форматне пуçарнă — муниципалитетсенче Правительство кунĕсем ирттерме тытăннă, çакна республикăра пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Чи инçетрисенчен пуçланă — Улатăрпа Пăрачкав тăрăхĕсенче Чăваш Ен Правительствин кунĕсем иртнĕ. Унта округсен аталанăвĕн кăтартăвĕ- сене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи программине пурнăçламалли …

подробнее
24 января 2025 г. 13:54
Ачасемпе  укçа-тенкĕ çинчен калаçмалла...

Мĕн вăл финанс пĕлĕвĕ? Тăкаксене мĕнлерех тĕрĕслесе тăма пулать? Пурлăха епле упрамалла? Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене ăçтан тупмалла-ши? Халĕ Тăвай ялĕнчи «Точка опоры» модельлĕ библиотекăра («Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе 2024 çулхи авăн уйăхĕнче çĕнелсе уçăлнă вăл) çак ыйтусем çине хурав тупма пулать.

Ахальтен мар ĕнтĕ ку библиотека финанс пĕлĕвĕн центрĕ те шутланать. Библиотекăн тĕп …

подробнее
24 января 2025 г. 11:03

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул пĕр сисĕнмесĕр иртсе пыраççĕ. Аслă вăрçă çулĕ-сем те хыçа юлаççĕ — кăçал 80 çул унтанпа. Асра юлнă самантсем нумай вара.

Вăрçă нуши çитĕннисемпе пĕрлех ачасем çине те тиеннĕ. Аттесем вăрçăра, аннесем кунĕн-çĕрĕн колхоз уй-хирĕнче вăй хураççĕ. Эпир вара, вĕтĕр-шакăр, асаннесемпе, кукамайсемпе пĕрле вăхăта ирттеретпĕр. …

подробнее
24 января 2025 г. 10:59

Кăçалтан республикăри 3 муниципалитетра туризм налукне илме тытăннă: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар округĕнче.

Ку хăна çуртĕнче, отельте, хостелта, санаторире чарăннă туристсене пырса тивет. Налук унта пурăннăшăн тÿленĕ укçан 1 проценчĕпе танлашать. Анчах вăл талăкра 100 тенкĕрен пĕчĕкрех пулмалла мар. Ку укçапа туризм инфраструктурине çĕнетĕç: объектсем хута ярĕç, халĕ пуррисене …

подробнее
24 января 2025 г. 10:42
Çĕнĕ купель уçăлнă

Чăваш Республикинче пуçару бюджечĕн программи ăнăçлă ĕçлет. Çавна пула Тăвай округĕнчи ял территорийĕсенче те çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса, ял-урамсене хăтлăх кÿрсе нумай проект пурнăçланă.

Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăшарни умĕн Чутей ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура купель уçнă. Ял халăхĕ тахçанах кун пирки ĕмĕтленнĕ. Граждансен пухăвĕнче территори уйрăмĕн ертÿçи Д.В.Белов çынсен сĕнĕвне (купель тăвасси пирки) хапăл туса йышăннă. …

подробнее
24 января 2025 г. 10:37
Хастарлăха  ÿстерет, ĕмĕре  вăрăмлатать

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Тăвайри социаллă пулăшу центрĕ çумĕнчи «Активлă вăрăм ĕмĕр» центр ĕçлени аслă ăрăвăн сывă пурнăçăн вăрăмăшне ÿстерме, сывлăхне упрама, обществăн тĕрлĕ сферине хутшăнмалли майсене анлăлатма пулăшать.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — Раççейре çынсен ĕмĕрне 2030 çул тĕлне 78 çула çитересси. Пирĕн центра çÿ- рекенсем пурте «кĕмĕл волонтерсем». Вĕсенчен …

подробнее
24 января 2025 г. 10:35

Ямпулат ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Сăхăт шывĕ юхса выртать. Çырма леш енче пурăнакан вырăна халăхра «Америка» теççĕ. Маларах Сăхăт урлă каçса çÿреме кĕпер пулманран питĕ тертленнĕ çынсем. Халĕ пысăк кĕпер хывнă. Кăшт утсанах, пысăк тăвайкки. Ун айĕнче пысăк çăл тапса тăрать. «Америкăра» халăх йышлах мар, пурĕ 20 кил кăна. Çынсен …

подробнее
24 января 2025 г. 10:29
Вĕсен хастарлăхĕ —  ыттисемшĕн тĕслĕх

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кивĕ çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче АПК ветеранĕсен Союзĕн округри уйрăмĕн членĕсем ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата малашнехи тĕллевсене палăртма черетлĕ тĕлпулăва пухăнчĕç. Уйрăм ертÿçи Н.И.Иванов пĕрлехи йышпа туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

— Паянхи куна обществăлла организацире 22 çын, ытларахăшĕ ял хуçалăх производствине йĕркелес енĕпе тăрăшнă, пысăк опыт пухнă çынсем. Иртнĕ çул çĕнĕрен пĕр çынна …

подробнее
24 января 2025 г. 10:26