Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă май пĕтĕм çĕршывĕпех вăрçă паттăрĕсене чыслаççĕ, вĕсен вилĕмсĕр ячĕсене ĕмĕр манмалла мар асра хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă салтаксемпе пĕрле эпир тылра пĕтĕм вăя парса, сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ паттăрсене те асра тытатпăр. Вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшнăшăн …
подробнее
Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, «Ял ĕçченĕ» хаçатра çурхи ака-суха умĕн кашни çулах техника тĕрĕслевĕ пирки статья тата вăл хăш территори уйрăмĕнче хăçан иртессин графикĕ пичетленет. Ял хуçалăх техникин хуçисем çакна кирлĕ пек йышăнаççĕ, тĕрĕслев чи малтанах хамăршăн, хамăрăн шанчăклăхпа сывлăхшăн теççĕ, «хурçă учĕсене» епле юсаса хатĕрлени, вăхăтра ĕлкĕрни çинчен каласа …
подробнее
Кану кунĕсенче Енĕш Нăрвашри Неркей çăлĕ тавра тата Канашская урам лапамĕн- че хăрса кайнă, ÿссе хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр.
Çак ĕçе ялти хастарсем хутшăннипе пурнăçлама май килчĕ.
Халĕ Канашская урамра çамрăк йывăçсем илем кÿрĕç, кайăксем хăйсен сассисемпе савăнтарĕç.
Шкул ачисем ентеш-паттăрсене асăнса йывăçсем лартса хăварчĕç.
подробнее
Кăçалхи ви-çĕ уйăх кăтартăвĕсемпе хуçалăхсем иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 150 пăру сахалрах пăхса илнĕ, çав шутра ĕнесенчен - 129 пуç. Пуçласа пăрулакан пушмаксенчен пăру илесси те чакнă. Хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта пăхса илнĕ пăрусем маттуртарах пулаççĕ, тĕреклĕрех çи- тĕнеççĕ, лайăхрах аталанса юлаççĕ. Çавăнпа ĕнесене тата пĕтĕлентерме вăхăт çитнĕ пушмаксене вăхăтра ерттерсе …
подробнее
Комсомольски округĕнчи «Кĕтне» спорт шкулĕн лапамĕн- че республикăри пенсионерсен спартакиади иртнĕ. Чăваш Енри муниципалитет округĕнчи 23 команда спортăн 4 тĕсĕнче ăсталăхне кăтартнă.
Тăвай енри пенсионерсен канашне ертсе пыракан Лилия Яковлева каланă тăрăх, пирĕн команда ăнăçлă ăмăртнă. Автоматран перессипе Звенислава Матросовапа Вячеслав Сидоров (Тăрмăш), шывра ишессипе Фаина Тимофеевапа Александр Кириллов, …
подробнее
Масар ĕмĕрех сăваплă вырăн шутланнă. Чиркÿ те ăна тирпейлĕ тытма вĕрентет. Часах çимĕк те çывхарать. Кăçал вăл июнĕн 8-мĕшне лекет. Çавна майăн та Вăрманхĕрринче пурăнакансем масар хÿмисемпе хапхисене çĕнетиччен йĕри-тавра тата шалта ÿссе кайнă йывăçсене касса йĕркене кĕртес тесе вăй хучĕç.
Шăпăрсемпе, кĕреплесемпе, ытти ĕç хатĕрĕсемпе тухнă арçынсем субботнике. …
подробнее
Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен вăрманхĕррисемпе чÿкçырмисем те округри волонтерсен туслă йышĕпе пĕрлешнĕ. Эрнере тăватă кун каçхине 5 сехетчен Чÿкçырминчи клубра маскировка тетелĕсем çыхаççĕ. Çак ĕç валли каркасне Тăвай шкулĕн директорĕ Евгений Николаевич Моряков ăсталаса панă. Вăл хăй те, Тăвай территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Сормовпа декретлă отпускри Алина Александровна Федорова …
подробнее
Тăвайри культура çуртĕнче «Чăваш ташши - 2025» конкурс-фестиваль иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ ÿсĕмре палăрчĕç.
«Тăвай хĕрĕсем» ушкăнри 10-мĕш классем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç (ертÿçи Г.А.Степанова). 9-мĕш классем те (ертÿçи И.Н.Николаева) …
подробнее• Правительство çуртĕн-че регионти организацисен ертÿçисемпе тĕл пулнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев бизнеспа влаç пĕрлĕхĕ, малта пыракан технологисене çул пани иртнĕ 5 çулта экономикăра курăмлă кăтартусем тума май панине каланă. Регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ тата Чăваш Енре пурăнакансен тупăшĕ - икĕ хута яхăн, республика бюджечĕ икĕ хут ытла …
подробнее
Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕн-чи 54-мĕш çурт картишĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Тинтерех кăна тăватă подъезд умĕнчи кивĕ бордюрсене кăларса çĕннисем вырнаçтарма никĕс хатĕрлетчĕç. Çав ĕçсене кĕске вăхăт хушшинче пурнăçласа палисадниксен çĕнĕ картине тытассине вĕçлерĕç те.
Картиш юсавĕн пахалăхĕпе тата Канаш округĕнчи «Транспортник» общество строителĕсем типтерлĕ ĕçленипе çуртра пурăнакансем кăмăллă. …
подробнее