1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 28 Ноябрь 2021 г.

Чун юратнă амăшĕсем хăйсен пепкисене ырă-сывă çитĕнтерессишĕн вăй-халне, чун-чĕре хĕлхемне шеллемеççĕ, çемье, кил-çурт ăшшине тытса тăраççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем тĕрлĕ сферăсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, чи ырă уява, амăшĕн кунне, ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.

Çемье — çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çирĕп те туслă кил-йыш …

тĕплĕнрех
26 ноября 2021 г. 18:41

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче те, эрне пуçламăшĕнчи планеркăра та вырăнти чир-чĕр тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явнă. Стационарсенче 5, килте 29 çын сипленет ĕнерхи кун тĕлне. Чирлисемпе хутшăннă 33 çын - карантинра.

Района вакцинăсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Лавккасенче, парикмахерскисенче, апатлану точкисенче QR-кодпа кĕртеççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем рейдсене тухса, чару …

тĕплĕнрех
26 ноября 2021 г. 18:39

Психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Валентина Белова, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Оксана Илларионова, центрăн психолог-педагогĕ Наталия Петрова çак кунсенче Тăвайри пĕрремĕш тата иккĕмĕш номерсемлĕ шкулчченхи учрежденисенчи ачасене апатлантарас йĕркепе кăсăкланнă.

Палăртнă комисси членĕсем апат хатĕрлекен блоксене пăхса хакланă, вĕсенче ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухнипе интересленнĕ, менюпа, хатĕр блюдăсен …

тĕплĕнрех
26 ноября 2021 г. 18:37

Кăçал 53 шкулта, 33 ача садĕнче тата ачасен сывлăхне лайăхлатакан 3 лагерьте юсав ĕçĕсем пынă — пурĕ пĕрле 2 миллиард тенкĕлĕх. Нумайăшĕнче юсав вĕçленнĕ, анчах темиçе шкулпа ача садĕнче ĕçсем пĕтеймен-ха.

Шупашкарти 12-мĕш, 24-мĕш, 28-мĕш, 31-мĕш тата 63-мĕш шкулсем юсав хыççăн иккĕмĕш чĕрĕк тĕлне уçăлнă. Çавăн пекех Куславкка районĕнчи Тĕрлемес, …

тĕплĕнрех
26 ноября 2021 г. 18:31

«Ăшăпа тивĕçтересси» Федераллă законпа килĕшÿллĕн пур муниципаллă йĕркеленĕве те асăннă сезона хатĕр пулнине тĕрĕслеççĕ, ун хыççăн тин Ростехнадзорăн Атăл тăрăхĕнчи Управленийĕ тивĕçлĕ паспорт парать.

Ăна илес тесен районти ăшăпа тивĕçтерекен тата ăшăпа усă куракан организацисем хутса ăшăтмалли сезона хатĕр пулни кирлĕ. Тăвай районĕ 2021—2022 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр пулнине …

тĕплĕнрех
26 ноября 2021 г. 18:27

Ĕçлемелле мар кунсем туни коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва кăштах çăмăллатма май панине пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, вĕсен усси куçкĕрет. Анчах чирленĕ çынсене çав-çавах йышлăн тупса палăртаççĕ. Çавăнпа регион ертÿçи сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалли çинчен черетлĕ хут асăрхаттарнă. Маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци — çак мелсем çине пĕртте …

тĕплĕнрех
12 ноября 2021 г. 17:47

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн ноябрĕн 14-мĕшĕччен тултарма пултарать. Онлайн çырав сывлăхшăн хăрушсăр тата питĕ меллĕ.

Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕнчен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ.

Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн (ООН) статистика пайĕ мĕнпур çĕршывсене дистанци мелне …

тĕплĕнрех
12 ноября 2021 г. 17:44

19 ноября 2021 года Чувашский государственный театр кукол на сцене Турмышского дома культуры представляет спектакль «Хранители», поставленный молодым режиссером Денисом Андроновым.

Начало: 14.30 ч. Цена билета: 250 руб.

Для детей младше 14 лет вход бесплатный. Продажа билетов по ПУШКИНСКОЙ КАРТЕ и не только открыта по ссылке https:??quicktickets.ru?cheboksary-teatr-kukol?s1459

Посетители обязаны предъявлять …

тĕплĕнрех
12 ноября 2021 г. 17:33

«Коронавируспа çыхăннă лару-тăру лайăхланманнипе хушма мерăсем йышăнма тиврĕ»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен шучĕ ÿснĕрен больницăсенче хушма койкăсем хатĕрленĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти медцентрăн ача-пăча стационарĕнчи 80 койкăна «хĕрлĕ зонăна» куçарнă. Улатăр районĕн тĕп больницинче те 25 койка хушăннă.

Иртнĕ кунсенче …

тĕплĕнрех
3 ноября 2021 г. 13:02

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре «Врачсем валли пĕчĕк савăнăç» акци пуçланнă. «Хĕрлĕ зонăра» тăрăшакан медицина ĕçченĕсем ковидпа чирлекенсене пулăшу парас енĕпе вăхăтне тата вăй-халне шеллеменнине палăртса йĕркеленĕ ăна.

«Эпир пĕрле» клубсен, «Волонтерсем — медиксем» юхăмĕн участникĕсем пĕрле тата кăмăл тăвакансем пурте акцие хутшăнаççĕ. Врачсене кукăльсемпе, тортсемпе тата ытти пылак çимĕçсемпе …

тĕплĕнрех
3 ноября 2021 г. 13:01