
Юратнӑ хӗрарӑмсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫурхи пӗрремӗш уяв кашни ҫын чуннех пӑлхантарать. Ҫак кун эпир юратупа тав сӑмахӗсене сире – этемлӗхӗн илемлӗ пайне – халаллатпӑр, сирӗнпе хавхаланнине палӑртатпӑр.
Ҫут ҫанталӑк сире ытарайми илем, ачашлӑхпа ҫепӗҫлӗх, пурнӑҫра тарӑн ӑс тата чун-чӗрен тӗлӗнмелле хӑватне парнеленӗ. Тӗнчене шӑпах эсир, хӗрарӑмсем, лайӑхрах та …
тĕплĕнрех
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тăвай, Йăнтăрчă, Тенеяль тата Улянкă, Тăрмăш, Лачкасси, Мучар, Кĕрше тата Киччĕ ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă, округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата малашлăх ĕçĕсем çинчен каласа панă. «Ÿсĕмсем пур, çакăнпа пĕрлех пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар»,— палăртнă Владимир Борисович. Ял тăрăхĕсен 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсемпе тата кăçалхи тĕллевсемпе Тăвай, …
тĕплĕнрех«Пурне те çакăн пек пĕрлĕхшĕн тата çакăн пек пысăк ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Ку питĕ кирлĕ ĕç. Эпир çĕнтерме тивĕç, халĕ пирĕн çамрăксем кĕрешекен усала темле майпа пирĕн еннелле куçма тата хăçан та пулса пуç çĕклеме памалла мар. Эпир çĕнтеретпĕр! Çĕнтерÿ пирĕнпе пулĕ!
Хамăрăн çакăн пек пĕрлехи ĕçсемпе, масштабĕпе …
тĕплĕнрех
Тушкилте Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ çирĕппĕн аталанса пырать. Çуллен тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те вăйлă аталанать. Хуçалăхра пĕр пин ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем — 440 пуç. Пĕлтĕр кунта 3115 тонна сĕт (районта иккĕмĕш кăтарту) туса илнĕ, производствăна 29 процент ÿстернĕ, кашни ĕнерен сĕт сăвасси 7100 килограмран иртнĕ. Продукци калăпăшĕ …
тĕплĕнрех
Черетлĕ 2022 çул историне кĕрсе юлчĕ. Тăвайсемшĕн вăл аталану çулĕпе малаллах утнипе, çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илме пултарнипе паллă пулса юлчĕ. Район пурăнать, аталанать, малаллах пăхать.
Ял çыннин пурнăçĕ юлашки çулсенче епле улшăнса пынине пурте лайăх курса тăратпăр. Ялсен сăн-сăпачĕ хăтлăланать, çĕнĕрен çĕнĕ объектсем, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр кăна мар, социаллă объектсем çĕкленеççĕ, культурăллă канма, спортпа …
тĕплĕнрех
Патшалăх Канашне янă Çырăва парламентарисен ячĕпе кăна мар, Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çынна адресланă. Республика Пуçлăхĕ регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕн тĕп векторĕсене палăртнă.
2020-2022 çулсенчи тапхăрта отрасле 80 миллиарада яхăн укçа-тенкĕ янă, вĕсенчен 11 миллиардне — «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсем валли.
Сывлăх сывлăхĕн малтанхи …
тĕплĕнрех
— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă май, ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле, кашни ачана тивĕçлĕ аталанма условисем туса памалла. Çак шухăша мала хучĕ те Олег Николаев, хăйĕн çыравĕнче, ачасене воспитани панă чухне вĕсене пурнăçра …
тĕплĕнрех
«Паллах, эпĕ те арçын ачасемпе вăрçăлла выляса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслăччĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм. Чăн-чăн арçын пулас ĕмĕтпе çитĕнтĕм»,— сăпайлăн калаçрĕ Тăвай районĕнчи Кармалта çуралса ÿснĕ Олег Краснов. Вăл пурнăçне çарпа çыхăнтарнă май унăн чылай йывăрлăха парăнтарма тивнĕ.
КРАП БЕРЕТА ТИВĔÇНĔ
Олег ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашра автомеханик профессине алла илнĕ. Валентинăпа Нил …
тĕплĕнрех
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республика аталанăвĕн мĕнпур çул-йĕрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарса, умри тĕллевĕсене палăртрĕ. Чăваш Республикине тĕнчери чи лайăх вырăн пулма мĕн пулăшать — унпа усă курмалла, терĕ. Çакăнта регионти туризма аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышанать тесе шутлатăп.
Пирĕн регион туризма тата хăна индустрине аталантарас тĕлĕшпе Раççейре 6-мĕш вырăн йышăннă. 2022 çулта «Чăваш …
тĕплĕнрех
— Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн политики аграри секторне, экономикăна, ял халăхне шанчăклă тĕрев парасси пулнă, халĕ те çаплах. Çакна май юлашки çулсенче республикăра агропромышленоç комплексне, ял хуçалăхне пулăшасси нумай лайăхланчĕ. Çакă ĕç кăтартăвĕсенчен те палăрать. Сăмахран, пĕлтĕр республикăра 1 миллион тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çав шута Тăвай муниципалитет аграрийĕсем те хăйсен тивĕçлĕ …
тĕплĕнрех