1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.

«Оборона министерствипе Генеральнăй штаб Раççей Федерацийĕнче халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси çинчен панă сĕнÿ-пе килĕшме кирлĕ тесе шутлатăп.

Тепĕр хут калатăп, сăмах шăпах халăхăн пĕр йышне мобилизацилесси пирки пырать, çар службине хальхи вăхăтра запасра тăракан граждансене кăна, тата пуринчен малтан, кам Хĕçпăшаллă вăйсен ретĕн-че службăра пулнă, çарпа учет специальноçĕ тата кирлĕ опыт пур, çавсене илеççĕ.

Çар …

тĕплĕнрех
23 сентября 2022 г. 16:45

— Эпĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвне ырлатăп. Пирĕн салтаксем, ывăлсем халĕ Украинăра Раççей пĕрлĕхне хÿтĕлеççĕ, пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Инкеке лекме парар мар, вĕсемшĕн тĕрек пулар. Пире мирлĕ пурнăç, ирĕклĕх кирлĕ, эпир пĕрлĕхе хаклатпăр. Раççей халăхĕ хăюллă, вăйлă халăх, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăл яланах хатĕр, хÿтĕлет те. Çавăнпа та йывăр вăхăтра Раççей салтакĕсене кар тăрса …

тĕплĕнрех
22 сентября 2022 г. 21:29

Вырсарникун Пĕрлехи суйлав кунĕ иртнĕ, республика вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйланă. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитет, çав шутра тĕп хула пухăвĕсенчи вакансисене камсем йышăнассине сасăлав татса панă.

Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, сасăлава 202301 çын хутшăннă …

тĕплĕнрех
15 сентября 2022 г. 18:31

Шупашкарти «Олимпийский» стадионра республикăри çăмăл атлетсен 84-мĕш эстафети иртнĕ шăматкун. Халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тесе çулсеренех «Советская Чувашия» хаçат çăмăл атлетика енĕпе эстафета ирттерет. Ăна Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройне, Андриян Николаев летчик-космонавта халаллаççĕ.

— Пире паян чаплă уяв — чупу фестивалĕ пухрĕ. Паллă ентешĕмĕре, Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттеретпĕр …

тĕплĕнрех
9 сентября 2022 г. 17:12

Нумаях пулмасть Улянкăра пурăнакан ĕç ветеранне Ольга Григорьевна Григорьевана 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне панă. Çулĕсене пăхмасăр маттур-ха вăл, урамри сак çине тухса ларать. Пурте ăна сывлăх сунса иртсе каяççĕ. Çынсемпе калаçма ÿркенмест, ял хыпарĕсемпе интересленет. Вулама юратнăран, эрнекун çитессе кĕтет. Район хаçатне алла тытсан сăн-пичĕ çуталать. Паллакансене курсан савăнать.

Ольга Григорьевна …

тĕплĕнрех
9 сентября 2022 г. 16:37

Агропромышленность комплексĕнче хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ формисене çирĕплетесси тата аталантарасси, ял хуçалăх производствине вăйлатмалли мерăсен эффективлăхне ÿстересси, Раççей ялне çĕнетесси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Парти проекчĕпе килĕшÿллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарас ĕç пурнăçа кĕрет. Лайăх кил-çурт çавăрма, ĕçе вырнаçма, пĕлÿ илме, социаллă пурнăçа, культурăпа …

тĕплĕнрех
9 сентября 2022 г. 16:27

Район ертÿлĕхĕ уйăх пуçламăшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Тушкилти врач амбулаторине тунă çĕрте пулнă, подряд организацийĕсен ертÿçисемпе калаçнă. Тăвакан объектри ĕçлĕ лару-тăрупа Алексей Степанов тĕп врачпа Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов паллаштарнă.

Çĕнĕ медицина учрежденине Тушкилти Некрасов ячĕллĕ урамра тăваççĕ. Хальхи вăхăтра шалти тата тулти ĕçсене пурнăçлаççĕ, территорине тирпейлеççĕ.

— Амбулаторине тăвас ĕçре «Стройтех» ООО …

тĕплĕнрех
9 сентября 2022 г. 16:26

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри шкулсенче пĕрремĕш класа каякан 17,5 пин ача парта хушшине ларнă (иртнĕ çул — 17 пин ача). 2022 çулта 149 пин вĕренекен пĕлÿ пухма тытăнать.

2022—2023 вĕренÿ çулĕнче Чăваш енре пурĕ 392 шкул алăкĕсене уçать.

Вĕренÿ процесĕ çавăн пекех 12 аслă шкулпа 24 техникумра тата колледжра пуçланать. Очно майпа пурĕ 48 ытла …

тĕплĕнрех
5 сентября 2022 г. 10:32

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тата Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов «Тăвайри çăкăр» общество ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Коллектив ертÿçи Татьяна Обаськина производсто аталанăвĕпе, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Тăвайри пекарня 1937 çулта ĕçлеме пуçланă. Ун чухне пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, кăмакасене вутăпа хутнă. 1962 çулта çĕнĕ пекарня талăкĕпех ĕçлесе çынсене çăкăр-булка изделийĕсемпе …

тĕплĕнрех
5 сентября 2022 г. 9:49

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:

«Граждансене меллĕ пултăр тесе вĕсене фельдшерпа акушер пункчĕсенчех (ФАПсенчех) кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине палăртса хумалла.

Сывлăх сыхлавĕн пур шайĕнче те — ФАПсенчен пуçласа регионсенчи тата федераци центрĕсенчи таранах — пĕр тĕвве çыхăнтаракан ку чухнехи IT технологисемпе, информаци системисемпе усă курассине сарса пымалла. Çакна валли нумай йăрăмлă çирĕп интернетпа тивĕçтермелле, медицина центрĕсен оборудованине …

тĕплĕнрех
5 сентября 2022 г. 9:35