1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.

Çулталăкăн ултă уйăхĕ хыçа юлнă май район администрацийĕн ертÿçисемпе ял тата район депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем Тăвай енри активистсемпе, çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеме пуçланă. Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Мучар, Тăрмăш, Тĕмер ял тăрăхĕсенче пухусем иртнĕ те ĕнтĕ.

Тĕлпулусенче организацисемпе учрежденисенче тăрăшакансем, депутатсен корпусĕ ялсенчи çынсем кулленхи пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине палăртнă. Вĕсем пурнăç …

тĕплĕнрех
22 июля 2022 г. 13:30

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чутейри Виктор Николаевичпа Галина Якимовна Шамбулинсене культура çурчĕ çумĕнчи юрăçсен ушкăнĕ киле пырса саламланă.

Галина Гурина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Амалăх ялĕнче 1951 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Чутейри, Тĕмерти шкулсенче вĕреннĕ. 1972 çулта Канашри медицина училищинче специальноç илнĕ хĕр направленипе Йĕпреç больницинче хирурги уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнать. Тĕмер тăрăхĕнчи сиплев учрежденийĕсенче …

тĕплĕнрех
18 июля 2022 г. 14:12

Çирĕммĕш ĕмĕр вĕçнелле ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнисен хушшинче арçын учительсем нумайччĕ, вĕсен шутĕнче Валерий Иванович Ильина палăртнă пулăттăм.

Валерий Ильин Кивĕ Пуянкасси ялĕнче кун çути курнă. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Тăвай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Салтак службин тивĕçне татнă хыççăн, ачаранах спортпа туслă каччă Альметьевскри …

тĕплĕнрех
1 июля 2022 г. 14:44

Акатуйра ĕçре малтисене, активистсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Çав шутра «Единая Россия» партин пĕр ушкăнĕ Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Ураскасси ялĕн старости Владимир Николаевич та пулчĕ.

Владимир НИКИФОРОВ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ:

— Хамăрăн Элпуç ял тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланакан ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Акă, Республика кунĕ тĕлне …

тĕплĕнрех
24 июня 2022 г. 15:24

«Пирĕн аттесемпе аннесен ĕçри çитĕнĕвĕсене, хальхи вăхăт хистевне шута илсе, ÿстерсе пымалла. Çынсем пурнăç пахалăхне лайăхлатни, çĕршывăмăрăн экономика, социаллă пурнăçĕпе культура аталанăвĕнче пирĕн регионăн витĕмĕ ÿсни уявсен кунĕ тĕлне кÿнĕ чи лайăх парне пулса тăмалла. Пирĕн пĕрлĕхĕмĕрĕн пултаруллă хăвачĕ, малашлăха шанчăклăн пăхни, чи лайăх ĕç тĕслĕхĕсемпе паха опыт çине таянни — пĕтĕм тĕллеве пурнăçа кĕртме, …

тĕплĕнрех
23 июня 2022 г. 13:01

«Раççей юррисем» фестиваль-марафонăн концерчĕ Тăвай çыннисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Район историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа кĕрсе юлчĕ вăл. Таврари районсенче, кÿршĕллĕ Тутарстанăн çывăхри ялĕсенче пурăнакан çĕр-çĕр çынна, хăнасене пухрĕ Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи çулленех илемленсе, хăтлăланса пыракан кану скверĕ çак кун. Халиччен нихăш мероприятие те çакăн чухлĕ халăх пуçтарăнни пулманччĕ.

Чăваш …

тĕплĕнрех
18 июня 2022 г. 16:02

Хисеплĕ Тăвай район çыннисем, хăнасем!

Пурне те июнĕн 18-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи спорт комплексĕн территорине Акатуя йыхравлатпăр.

Уяв программинче:

10.00 сехетрен - халăх промыслисемпе декоративлă прикладной искусство изделийĕсен курав-ярмăркки ĕçлет* тĕп сцена çинче районти ача-пăча творчество коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе килентерĕç* мини-футболла тата волейболла выляссипе, кире пуканĕ çĕклессипе, самбо енĕпе ăмăртусем иртеççĕ.

11.00 сехетре - ĕçпе юрă …

тĕплĕнрех
17 июня 2022 г. 16:33

Иртнĕ эрнере РФ Патшалăх Думинче, халĕ Федераци Советĕнче йĕркеленĕ «Çĕнтерÿ чиккисем» выставкăсен тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин тĕслĕхĕпе, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен тĕслĕхĕпе, пĕрремĕшĕнчен, хăрушă 1941 çул историйĕ çинчен каласа парасси. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Мускава эвакуацилесси çинчен, октябрĕн 16-мĕшĕнче вара Атăлçи тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тăвас пирки йышăнусем тунă.

97 кун хĕрарăмсемпе çамрăксем, куллен 100 пине …

тĕплĕнрех
17 июня 2022 г. 16:28

Раççей халăх артистки Надежда Бабкинапа  пĕрле çĕршыври паллă ансамбльсем, фольклор ушкăнĕсем  концерт лартса савăнтарĕç.

Концерт  Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапамра, 19.00 сехетре пуçланать.

тĕплĕнрех
10 июня 2022 г. 15:28

Кăçал республикăри шкулсенчен пурĕ 18 пине яхăн каччăпа хĕр вĕренсе тухать. Районти вунă шкулта пурĕ 1394 ача пĕлÿ пухать, 2021—2022 вĕренÿ çулĕнче çав шутра пĕрремĕшсем — 137, тăххăрмĕшсем — 140, вунпĕрмĕшсем 55 вĕренекен пулнă.

Тăвайри вăтам шкулта 11-мĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренÿ кунĕсем хыçа юлчĕç, умра вара — экзаменсем, …

тĕплĕнрех
27 мая 2022 г. 11:59