1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
 2021 çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май, Тăвай тĕп библиотекин чи хастар вулаканĕсене палăртрăмăр.

Самуил Яковлевич Маршак калашле: «литературăра талантлă писательсем пекех пултаруллă вулакансем те кирлĕ. Шăпах çав сисĕмлĕ, пултаруллă, ăс-хакăллă вулакансене шанса, автора тăрăшса ĕçлесе пыма, пĕтĕм чун-чĕре хавалне çĕклĕ». Çапла пирĕн библиотекăн вулаканĕсем пултаруллă та пысăк тавра курăмлă. Вĕсем мĕн пĕлнине пĕрле сÿтсе яваççĕ, интереслĕ …

тĕплĕнрех
2 февраля 2022 г. 19:34

Шупашкарта хими предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕнче Тăвайри вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Мария Иванова призерсен йышне кĕнĕ.

Мария тăрăшулăхĕпе çине тăраслăхне пур учитель те палăртать. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Малашлăхне сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе çыхăнтарасшăн вăл. Çавăнпа химипе биологи предмечĕсене лайăх пĕлмеллине ăнланать. Районти вĕренекенсем хушшинче биологипе те мала тухнă кăçал, халĕ хăйĕн пĕлĕвне республикăри …

тĕплĕнрех
2 февраля 2022 г. 19:28

Сире професси уявĕ тата Раҫҫей прокуратурин органĕсене йĕркеленĕренпе 300 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Право хуралĕн чи аслă институчĕсенчен пĕри пулнă май прокуратура органĕсем саккунлăхпа право йĕркин хуралĕнче виҫĕ ĕмĕр ҫирĕп тăраҫҫĕ, патшалăх, общество тата граждансен интересĕсене шанчăклă хӳтĕлеҫҫĕ.

Эпир ҫамрăк сотрудниксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕслĕх кăтартакан ят-сум ҫĕнсе илнĕ ветерансен пысăк …

тĕплĕнрех
12 января 2022 г. 12:47

«Ял ĕçченĕ» хаçат район пурнăçне çулталăкĕпех лайăх çутатса тăчĕ. Ялсенчи обществăлла корреспондентсем вырăнти пичет кăларăмне пуян содержаниллĕ тума чылай пулăшрĕç.

Е.Матросовапа З.Григорьева, В.Сидоров (Тăрмăш), В.Лаврова (Мучар), Е.Фомина (Нÿшкасси), В.Петровпа Н.Герасимов, З.Васильева, Ю.Арестов, А.Ефимов, Л.Сергеева (Енĕш Нăрваш), П.Никифоров (Ураскасси), В.Сергеев (Октябрь выçăлкки), Л.Михайлова, З.Иванова (Чутей), В.Никитин (Тĕмер), З.Филимонова, М.Петрова (Çĕнĕ Ишпуç), …

тĕплĕнрех
30 декабря 2021 г. 13:26

Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцие хутшăнать. Çак акцие, Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе 3 çул каялла старт илнĕскере, районта 2-мĕш хут йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнере Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем «Ĕмĕтсен елки» акцие хутшăнчĕç. Вĕсем ачасен Хĕл Мучирен парне ыйтса Çĕнĕ çул чăрăшĕ çине çакнă çырăвĕсене уçрĕç. Çăлпуçĕнчи вунă çулхи Юлия Васильева Елена Семеновна …

тĕплĕнрех
30 декабря 2021 г. 13:11

Юлашки кунсенче районта коронавирус инфекцийĕпе аптăракансен йышĕ майĕпен чакни курăнать: декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне 964 коронавируспа чирленĕ, çав шутран октябрь уйăхĕнче — 159 çын, ноябрьте — 79, çак уйăхра — 25 çын.   Инфекцие хирĕç прививкăн  1-мĕш компоненчĕпе  планпа пăхнин — 58,1, иккĕмĕш уколĕпе 54,3 проценчĕ вакцинациленнĕ. Хальхи вăхăтра ултă çын стационарсенче, …

тĕплĕнрех
30 декабря 2021 г. 12:56

Раштавăн 17-мĕшĕ Тăвай еншĕн, уйрăммăн илсен, Çĕнçырма, Чÿкçырми, Сăхăтпуç, Улянкă ялĕнче пурăнакансемшĕн ырă пулăмпа асра юлĕ. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 ялта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакă вăл 1800 ытла ял çыннине вăхăтра медицина пулăшăвĕ илме май парĕ.

Ял халăхĕ тахçантанпах кĕтнĕ ФАПсем хута каясса. Ĕçе хăвăртлатма вĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, çурт таврашне илемлĕ, …

тĕплĕнрех
30 декабря 2021 г. 12:55

Çак кунсенче эпир, Тăрмăш шкулĕнче 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем, «Пушкин карттипе» Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тата Кÿкеçри «Бичурин и современность» музейĕнче пултăмăр.

Çула шкул автобусĕпе тухрăмăр. Малтан Кÿкеçри Бичурин музейĕнче пулса тĕпчевçĕ-писателĕн ĕçĕсемпе паллашрăмăр, ун çинчен нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Вăл çырнă Китай грамматикине те тытса куртăмăр. …

тĕплĕнрех
30 декабря 2021 г. 12:54

Çулталăк вĕçленсе пынă май ра-йонти коллективсенче хăйсен ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çитес çулхи тĕллевсене палăртаççĕ. Активлăх кăтартакансене тĕрлĕ майпа чыслаççĕ. Иртнĕ кунсенче, ак, район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç хăш-пĕрисене.

— Хăвăр тивĕçĕрсене лайăх шайра пурнăçласа пынăшăн, обществăлла ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алена Аршинован Тав çырăвĕсене пама ирĕк парсамăр,— тенĕ район …

тĕплĕнрех
17 декабря 2021 г. 17:07

Çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çĕршывра «Пушкин картти» программа ĕçлеме пуçларĕ. 14—22 çулсенчи çамрăксем валли ятарлă банк картти хатĕрленĕ. 2021 çулта патшалăх бюджетĕнчен унта 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ куçать. Унпа усă курса çамрăксем музее, театра, филармоние, концерт залĕсене тата проекта …

тĕплĕнрех
17 декабря 2021 г. 17:07