Çурхи уй-хир ĕçĕсем епле пулса пынипе паллаштарма малтанах цифрăсем илсе кăтартăпăр: паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисене пурĕ пĕрле 3300 гектар е планăн 32 проценчĕ чухлĕ акса хăварнă, çак шутра çурхи тулă уйсенче 690 гектар, урпа 2220, сĕлĕ 230, пăрçа 70 гектар йышăннă. …
Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче виçĕ пысăк ял, кашни ялтах Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă паттăр салтаксене халалланă Асăну палăкĕ пур.
Паян, йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни ялтах уяв митингĕсем иртрĕç. Уява Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов уçрĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, ял-йыша Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулĕпе саламларĕ. Сāмах район представителӗ Ирина Семенова тата район …
тĕплĕнрехКашни ăрушăн чи пархатарли вăл — хăй çуралнă кĕтесĕн историне, йăх-несĕлĕсене пĕлни, хисеплени. Тăрмăш ял тăрăхĕнче ялсен историйĕпе 7 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тепĕр пысăк калăплă ĕçе — Тăрмăш ял тăрăхĕн энциклопедине («Энциклопедия Турмышского сельского поселения») — пахалама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ентешсем тăван ене пухăнчĕç. Çак кун район историйĕн страници тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа …
тĕплĕнрехОбществăлла территорисене хăтлăх кĕртессипе 2023 çулта пурнăçламалли объекта палăртассипе сасăлав пуçланнă ĕнтĕ, вăл майăн 30-мĕшĕччен пырать. Унта 14 çултан аслăрах граждансем zaĕgorodsredaĕru платформа çинче тата «Госуслуги» сайта кĕрсе тирпей-илем кĕртмелли районти пĕр дизайн-проектшăн сасăлама пултараççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта 556 çын, республикăра 38 пин ытла çын сасăлава хутшăннă.
Чăнах та, юлашки çулсенче федераци тата наци …
тĕплĕнрехШел те, анчах вăрçă çухатусăр пулмасть. Акă Улянкă ялĕнченех Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа 192 çын тухса кайнă, нумайăшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе. 59-шĕ кăна каялла таврăннă фронтран.
Улянкă ялĕнчи Григорий Иванович Иванова, 1927 çулта çуралнăскере, Хĕрлĕ çар ретне каярах — 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче илнĕ. Унăн ытларах Инçет Хĕвелтухăçĕнче пулма тивнĕ. …
Васкавлă пулăшурисен професси уявĕ умĕн Канашри васкавлă пулăшу подстанцийĕн Тăвайри бригадинчи Светлана Школьникова фельдшерпа калаçма тÿр килчĕ. Геннадий Геннадьевич Дюкин водитель — ĕçлекенсенчен çулĕпе те, ĕç стажĕпе те чи асли кунта.
Ывăлĕпе Сергейпа пĕр машинăпа ылмашăнса ĕçлеççĕ вĕсем. «43 çул руль умĕнче, хисеплĕ, ăсталăхĕ пысăк, техникăна ялан çула тухма хатĕр тытаççĕ»,— терĕ ĕçри юлташĕсен шухăшне …
Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса палăртас, вӗрентекенсен паха опытне сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен, Тăвай тăрăхӗнчи сумлă та паллă çынсен çулталăкне халалласа ака уйăхӗн 22 – мӗшӗнче район шайӗнче «Янăра, чăваш чӗлхи!» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ.
Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех …
тĕплĕнрехНăрваш салинчи Новиков хресчен-фермер хуçалăхĕн-че форель пулă ĕрчетес ĕçпе кăсăкланнă журналистсем. Евгений Геннадьевич …
«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри ĕç коллективĕсем хушшинче регион тапхăрĕн слетĕнче Тăвай районĕн команди пысăк кăтартупа палăрнă.
Çакăн пек фестивале виççĕмĕш хут ирттереççĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров пур муниципалитетрах ГТОн тест центрĕсем ĕçленине палăртнă. Юлашки 3 çул хушшинче 19 спорт площадки …
тĕплĕнрехПĕлтĕр «Чăвашкино» патшалăх студийĕ «Кунта тăшман ури пусаймĕ» художествăллă-документлă фильм ÿкернĕ. Кинокартинăна Чăваш Енĕн патшалăх премине пама тăратнă.
Халĕ ăна республикипех пăхаççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче асăннă фильма Тăрмăшри культура çуртĕнче те кăтартнă. Унта Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен йывăр пурнăçĕпе паттăрлăхне сăнласа панă. Фильма ÿкернĕ çĕре пирĕн районти культура ĕçченĕсем те хутшăннă. Кинокартина пуçланас умĕн …