Нумаях пулмасть Улянкăра пурăнакан ĕç ветеранне Ольга Григорьевна Григорьевана 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне панă. Çулĕсене пăхмасăр маттур-ха вăл, урамри сак çине тухса ларать. Пурте ăна сывлăх сунса иртсе каяççĕ. Çынсемпе калаçма ÿркенмест, ял хыпарĕсемпе интересленет. Вулама юратнăран, эрнекун çитессе кĕтет. Район хаçатне алла тытсан сăн-пичĕ çуталать. Паллакансене курсан савăнать.
Ольга Григорьевна …
тĕплĕнрехАгропромышленность комплексĕнче хуçалăх ĕçĕн тĕрлĕ формисене çирĕплетесси тата аталантарасси, ял хуçалăх производствине вăйлатмалли мерăсен эффективлăхне ÿстересси, Раççей ялне çĕнетесси «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Парти проекчĕпе килĕшÿллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарас ĕç пурнăçа кĕрет. Лайăх кил-çурт çавăрма, ĕçе вырнаçма, пĕлÿ илме, социаллă пурнăçа, культурăпа …
тĕплĕнрехРайон ертÿлĕхĕ уйăх пуçламăшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Тушкилти врач амбулаторине тунă çĕрте пулнă, подряд организацийĕсен ертÿçисемпе калаçнă. Тăвакан объектри ĕçлĕ лару-тăрупа Алексей Степанов тĕп врачпа Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов паллаштарнă.
Çĕнĕ медицина учрежденине Тушкилти Некрасов ячĕллĕ урамра тăваççĕ. Хальхи вăхăтра шалти тата тулти ĕçсене пурнăçлаççĕ, территорине тирпейлеççĕ.
— Амбулаторине тăвас ĕçре «Стройтех» ООО …
тĕплĕнрехÇĕнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăри шкулсенче пĕрремĕш класа каякан 17,5 пин ача парта хушшине ларнă (иртнĕ çул — 17 пин ача). 2022 çулта 149 пин вĕренекен пĕлÿ пухма тытăнать.
2022—2023 вĕренÿ çулĕнче Чăваш енре пурĕ 392 шкул алăкĕсене уçать.
Вĕренÿ процесĕ çавăн пекех 12 аслă шкулпа 24 техникумра тата колледжра пуçланать. Очно майпа пурĕ 48 ытла …
тĕплĕнрехРайон администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов тата Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов «Тăвайри çăкăр» общество ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Коллектив ертÿçи Татьяна Обаськина производсто аталанăвĕпе, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.
Тăвайри пекарня 1937 çулта ĕçлеме пуçланă. Ун чухне пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, кăмакасене вутăпа хутнă. 1962 çулта çĕнĕ пекарня талăкĕпех ĕçлесе çынсене çăкăр-булка изделийĕсемпе …
тĕплĕнрех«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:
«Граждансене меллĕ пултăр тесе вĕсене фельдшерпа акушер пункчĕсенчех (ФАПсенчех) кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине палăртса хумалла.
Сывлăх сыхлавĕн пур шайĕнче те — ФАПсенчен пуçласа регионсенчи тата федераци центрĕсенчи таранах — пĕр тĕвве çыхăнтаракан ку чухнехи IT технологисемпе, информаци системисемпе усă курассине сарса пымалла. Çакна валли нумай йăрăмлă çирĕп интернетпа тивĕçтермелле, медицина центрĕсен оборудованине …
тĕплĕнрехРайон администрацийĕн пуçлăхĕ Владимр Михайлов пĕрле ĕçлекенсемпе татарайонти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Юрий Ефимовпа пĕрле Енĕш Нăрвашри пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене мĕнле пурнăçа кĕртнине тĕрĕсленĕ.
Вăл ялти культура çуртне тĕпрен юсас ĕçсемпе паллашнă, Чăваш Республикинчи «Культура аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн çĕнетеççĕ палăртнă объекта. Хальхи вăхăтра шалти ĕçсене малалла пурнăçлаççĕ. Объект фасадне çĕнетессипе ĕçсем вĕçленеççĕ.
Тĕрĕслевçĕсем çавăн пекех Токсин …
тĕплĕнрех«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» халăх программи:
«Яллă вырăнсенче граждансене услугăсемпе тата таварсемпе пахалăхлă тивĕçтермелле, çав шутра «Раççей почти» инфраструктурипе усă курса та.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче яллă вырăнсенчи 25 пин ытла почта уйрăмне модернизацилессине йĕркелеме хушнă. Çакă вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ХХ съезчĕн итогĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Почта уйрăмĕсенче юсав …
тĕплĕнрехРайонти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Çĕнçырмари Семен Витальевич Нилов (сăн ÿкерчĕкре варринчи) предприниматель ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатассишĕн сахал мар тăрăшать. Ăна тăтăшах ялта пурăнакансем хушшинче куратăн. Кăмăллă калаçать вăл, хумхантаракан ыйтусемпе кăсăкланать.
Çак кунсенче тăван ялĕнче те апат-çимĕç сутакан «Ампар» магазин уçнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Михайлов та хутшăннă, çĕнçырмасене çĕнĕлĕхпе саламланă, районти культура ĕçченĕсем хăйсен …
тĕплĕнрехТушкил ялĕнчи Дмитрий Алексеев (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕрĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе аталанать. Хуçалăх юлашки эрнесенче тырпул пухса кĕртессипе кал-кал ĕçлерĕ, тырă тухăçĕ те лайăх унăн. Сĕтпе аш туса илессипе те кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ÿсĕмлĕ ĕçленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Тушкилте пулса, Дмитрий Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕн …
тĕплĕнрех