
Çынна ача чухне кашни утăмри çитĕнÿсемшĕн ашшĕ-амăшĕ «маттур» тесе хавхалантарать. Шкулта, професси вĕренĕвĕнче, ĕçре ăнăçу тунăшăн «4» е «5» паллăсемпе, тав хучĕсемпе, медальсемпе чыслаççĕ. Ку вăл çыннăн кăмăлне çĕклет, çĕнĕ çитĕнÿсем, ырă пуçарусем тума вăй парать, унăн ятне сумлăрах тăвать. Çутă тĕнче çапла тунă пире: кашниех хăйĕн ĕçне, пултарулăхне асăрханине, ырланине, палăртнине килĕштерет.
Муниципалитет округĕн …
тĕплĕнрех
Ку сăн ÿкерчĕкре манăн пĕрремĕш вĕрентекен Мария Гавриловна Кириллова. Тĕмер ялĕнче çуралнă, ялти шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илсе пуçламăш классен учительне вĕренсе тухнă. Çемье телейне те тăван ялĕнчех тупнă. Михаил Кирилловичпа иккĕшĕ 5 ача кун çути панă.
Ăшă та илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм пире пуçласа шкулта кĕтсе илни, парттăсем хушшине лартни асрах-ха. Вулама, …
тĕплĕнрех
Алексей Филиппович Егоров 1924 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Тушкил ялĕнче çуралнă. Вун сакăр çулхи каччă Аслă Отечественнăй вăрçа 1942 çулхи çурла уйăхĕнче тухса кайнă. Çапăçури паттăрлăхшăн вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр», III-II степеньлĕ «Мухтав», II степеньлĕ «Отечественнăй вăрçă» орденĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. «Паттăрлăхшăн» медаль уншăн уйрăмах чи хаклă награда. А.Ф.Егоров ăна Днепр урлă каçнă чухне хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. …
тĕплĕнрех
1984 çулта манăн пĕчĕк заметка пичетленнĕччĕ. Мĕнле савăннă уншăн. Алла специальноç илсе «Новый путь» колхозра ветеринарта ĕçлерĕм, пăрусем те пăхрăм. Паянхи кунчченех хаçат маншăн çывăх тус.
Выльăх-чĕрлĕхе халăх медицинипе, эмел курăкĕсемпе, усă курса мĕнле сиплемелли çинчен статьясем те пичетлеттĕм. Çырăнтарăва альтернативлă майпа «Тăвайри кооператив» лавкки урлă йĕркелерĕмĕр. Магазина кайсан кирлĕ таварне те туянатăн, хаçатлă та …
тĕплĕнрех
Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламлатӑп!
Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Летопиҫре следовательсен тавҫӑрулӑхӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн нумай-нумай витӗмлӗ тӗслӗхӗ типтерлӗн упранать. Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне …
тĕплĕнрех
Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене сăнласа эсир Чăваш Республикин летопиçне «Ял ĕçченĕ» хаçатра çырма пулăшатăр. Районта пурăнакансем тулли тата тĕрĕс информацие вăхăтра илсе тăраççĕ вырăнти пичет кăларăмĕнчен, çакă вĕсене пурнăçри лару-тăрăва тивĕçлипе хаклама май парать. Эсир хаçатра пичетлеме хăвăр шухăшăрсене сĕнсе тĕрлĕ ыйтусене кирлĕ çĕре çитеретĕр, пурне те хумхантаракан шухăшсене хускататăр тата вĕсене татса пама хутшăнатăр.
Тăвай …
тĕплĕнрех
2023 çулхи 1-мĕш çур çуллăха «Ял ĕçченĕ» хаçат çырăнакансен хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ.
Район хаçачĕн редакторĕн парнине — чейник-термоса — Тăвайра пурăнакан Лидия Семеновна Пимулина выляса илчĕ.
— Чăннипех те Çĕнĕ çул парни пулчĕ пирĕншĕн,—савăнăçне пытараймасть 40 çула яхăн медицина учрежденийĕсенче тăрăшнă хĕрарăм. — Мăшăрăн январĕн 3-мĕшĕнче 77 çулхи менелникĕ, алли çăмăл пулчĕ пулĕ, хаçатшăн …
тĕплĕнрех
Тăвайри тĕп библиотека çумĕнчи ал ĕç кружокне çÿрекенсем «Салтаксем валли — çăм нуски» акцине хутшăнчĕç. «Эпир çыхнă нускисем хамăра хÿтĕлекенсен ÿт-пĕвне кăна мар, чунĕсене те ăшăтчăр»,—терĕç ăш пиллĕ хĕрарăмсем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн кукамайсемпе асаннесем нуски-алсиш çыхса, ытти ăшă тумтир çĕлесе фронта ăсатнă, çĕнтерĕве çывхартма кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă.
- Ăшă кăмăллă, чи …
тĕплĕнрех
Ялсенче пурăнакансемшĕн вырăнтах сывлăха сиплемелли учрежденисем пурри питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн патшалăх тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ ку енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Тушкилте, ак, кĕске срокра туса лартнă çĕнĕ врач амбулаторине уçрăмăр. Ун çинчен куç илес килмест халь.
Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1980 çулта Тушкилти участок больницинчи ĕçсене йĕркелесе …
тĕплĕнрех
Тушкилти врач амбулаторийĕн тин кăна çĕкленнĕ çурчĕ умне çынсем чылайăн пухăнчĕç. Ăна медицина пулăшăвĕ парассин хальхи саманари пĕтĕм требованисене шута илсе тунă.
Ялти врач амбулаторине уçма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Сергей Тоцкий, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Трофимов, район больницин …
тĕплĕнрех