Чăваш Енри «Пушкин карттине» пама палăртнă çамрăксенчен çурри ытла çак пулăшупа усă курнă.
Шупашкарти çамрăксен 43 ытла проценчĕ «Пушкин карттине» илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Вăрмар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчисем.
Карттă çинчи укçана раштавăн 31-мĕшĕччен пĕтермелле. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев яваплăрах пулма, ку ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма …
Коронавирус сарăлассине чарас тĕлĕшпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕн-че ЧР Пуçлăхĕн халăхăн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне лайăхлатма йышăннă чарусем çинчен калакан Указран тухса тăракан задачăсене тепĕр хут тишкернĕ.
Районта та общество апатланăвĕн объекчĕсен кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен ĕçлеме юрамасть. Çĕнĕ çулăн каникулĕнче йышпа мероприятисем …
тĕплĕнрехВ целях сохранения и развития чувашского языка Минобразования Чувашии запускает флешмоб новогодних поздравлений «Новый год на ЧУВАШСКОМ»
Что нужно сделать:
Запиши видеоролик с поздравлением на чувашском языке с наступающим Новым годом;
Опубликуй его в социальных сетях с хештегами #ОбразованиеЧувашии #ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке #МойРоднойЯзык21
Флешмоб продлится до 31 декабря! В нем могут принять участие все желающие. Присоединяйся! Будь …
тĕплĕнрехЧăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ обществăри хĕрарăмсен статусне ÿстерес тĕллевпе, хуласемпе районсенчи уйрăмсен çулталăкри ĕçĕсене пĕтĕмлетсе, республикăра конкурс ирттернĕ. Раштав уйăхĕн иккĕмĕшĕнче «Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ» темăпа организаци правленийĕн ларăвĕ иртнĕ.
Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Салаева, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ» обществăлла организацин председателĕ Н.Николаева, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ С.Каликова, цифра аталанăвĕпе информаци политикин …
тĕплĕнрехВырăс драма театрĕнче чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пушкин картти» проектпа килĕшÿллĕн Н.Гоголĕн «Женитьба» спектакльне кăтартнă. Театрта «Пушкин карттипе» усă курса 10 пинĕмĕш билета туяннă çамрăка чысланă. Вăл — Шупашкарти 24-мĕш шкулта вĕренекен Максим Павлов.
— Залра çакăн чухлĕ çамрăка курма питĕ кăмăллă. «Пушкин картти» проект çитес çул та ĕçлĕ. Театр малашне …
тĕплĕнрехКоронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав-çавах çивĕч районта. Иртнĕ эрнере чирленĕ 13 тĕслĕх шута илнĕ. Ытларахăшĕ амбулатори мелĕпе килĕ-сенче сипленеççĕ. Чирлисемпе хутшăнура пулнисем 30-ăн карантинра халĕ. Аслăрах ÿсĕмрисем ытларах чирленĕ пулсан, халĕ çамрăксемпе ачасене те асаплантарать коронавирус инфекцийĕ.
Çавна май темиçе класа дистанци мелĕпе вĕренесси çине куçарнăччĕ иртнĕ эрнесенче. Çулталăка çитеймен пепке …
тĕплĕнрехПаянхи куна 13 миллион тенкĕлĕх 37 пин билет илнĕ республикăра. Шупашкарта пурăнакан çамрăксенчен 43 проценчĕ «Пушкин карттипе» усă курнă. Вăрмар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи хĕрсемпе каччăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче (37 тата 35 процентсем). Йĕпреçсен ку кăтарту 30 процентпа танлашать. Чăваш Енри 12 хулапа районта вăтам кăтартуран пĕчĕкрех палăртнă хисеп.
«Пушкин картти» федераллă проект авăн уйăхĕн …
тĕплĕнрехРайонта коронавируспа çыхăннă лару-тăру çивĕчрех-ха. Маларахри эрнесемпе танлаштарсан, больницăсенче выртакансем чакнă пулин те, амбулатори мелĕпе сипленекенсем çав-çавах пысăк-ха.
Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне районта 930 çын хăрушă инфекципе чирленĕ. Вилекенсен шучĕ 60 çынна çитнĕ. Иртнĕ эрнере икĕ çын пурнăçран уйрăлнă, ноябрь уйăхĕнче вара — вуннăн.
Йывăр чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр шанчăклă мел …
тĕплĕнрех3 декабря с 11:00 до 12:00 часов в Управлении ФССП России по Чувашской Республике - Чувашии состоится «горячая линия» по вопросам профилактических мероприятий, направленных на противодействие коррупции.
В течение часа на вопросы жителей региона по теме антикоррупционного законодательства ответят сотрудники отдела собственной безопасности Управления. Получить интересующую информацию любой житель Чувашии сможет, позвонив по номеру телефона …
тĕплĕнрехЧун юратнă амăшĕсем хăйсен пепкисене ырă-сывă çитĕнтерессишĕн вăй-халне, чун-чĕре хĕлхемне шеллемеççĕ, çемье, кил-çурт ăшшине тытса тăраççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем тĕрлĕ сферăсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, чи ырă уява, амăшĕн кунне, ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.
Çемье — çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çирĕп те туслă кил-йыш …