Августа çурла уйăхĕ, сентябре авăн уйăхĕ тетпĕр чăвашла. Иккĕшĕ те хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Халĕ çурлапа тырă вырмаççĕ, кĕлтисене молотилкăпа çапса тĕшĕлемеççĕ. Çапах та тырпула пухса кĕртесси халĕ те ял çыннисемшĕн хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Тырă вырнă вăхăтра час-часах çанталăк чăрмантарать, çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ ял …
подробнееÇынна ĕç илем кÿрет. Ĕç - пурнăç тыткăчи. Ĕçне кура хисепĕ. Çак ырă сăмахсене хамăр районти Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ Роза Николаевна Петрова-Ахтимирова пирки каланăнах туйăнать. Сакăр вунулттăра пырать вăл халĕ. Тĕрĕсрех каласан, шăпах çавăн чухлĕ тултарчĕ вăл паян - Роза Николаевна 1939 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă. Ачалăхĕпе …
подробнееТелефон мошенникĕ-сен ултавне куракансен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсен серепине такам та çакланать: ача та, ватă çын та, аслă пĕлÿ-лли те...
Чăваш Енре кăçалхи 6 уйăхра кăна ултавçăсен кĕсйине 0,5 миллиард тенкĕ куçнă. Вĕсем тăтăшах çĕнĕрен-çĕнĕ схемăсемпе ĕçлеççĕ. Халĕ «налук инспекторĕ» те, «микрозайм», «пенси фончĕн специалисчĕсем» те çыхăнăва тухма пуçларĕç. Чылай …
подробнее«Советская Чувашия» хаçат Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева асăнса çăмăл атлетикăпа йĕркеленĕ эстафета 87-мĕш хут спорт тусĕсене пухнă: 120 яхăн команда - е 800 ытла çын - старта тухнă, çав шутра Тăвай спортсменĕсем те.
Пĕрремĕш хут ăмăртăва 1932 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Çăмăл атлетсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег …
подробнее«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн программипе килĕшÿллĕн вĕренÿпе ăслăлăхра, культурăра, спортра пысăк çитĕнÿсем тунă нумай ача валли Чăваш Енре тур йĕркеленĕ.
Вĕренекенсем республикăри çак паллă вырăнсемпе паллашнă, «Кĕмĕл шыв сикки», «Патша тăвĕ», «Кайăк вĕçевĕ» тата ытти те. Çак проекта 10 пине яхăн шкул ачи хутшăннă, муниципалитет тĕрлĕ округĕнче пулса курнă. …
Çуллахи кану кунĕсем си- сĕнмесĕрех иртрĕç. Август уйăхĕнче эпĕ «Алабуга-ТОП» проекта хутшăнтăм. «Алабуга-ТОП» вăл - студентсен отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри ĕç проекчĕ, Тутарстан Республикинче «Алабуга» ятарлă экономика зонин территорийĕн-че иртет. Çакăн çинчен хамăн юлташсенчен пĕлтĕм, кăçал вара вĕсем мана хăйсен йышне илчĕç.
Ĕçпе кану юнашар пулмалла. Театр бумĕ, кулăш фестивалĕ, «Мисс …
подробнееТерроризмпа кĕрешессипе çыхăннă пĕр шухăшлăх кунне 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Беслан хулинче пулнă инкекпе сăлтавланă. Террористсем хулари пĕр шкула ярса илнĕ. Çав тискерлĕхре 304 çын вилнĕ, вĕсенчен 186-шĕ - ачасем.
Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче округри шкулсенче, культура учрежденийĕсенче «Эпир терроризма хирĕç» темăпа калаçусем, ытти …
подробнееÇурла уйăхĕнче Тăвайĕнчен эпир виççĕн, Антон Краснов, Кирилл Иванов тата Святослав Алькин, Чăваш республикин команди йышĕнче Пенза облаçĕнчи çамрăк армеецсен «Гвардеец» çарпа патриотла сборне хутшăнтăмăр.
Атăлçи федераци округĕн-чи 14 регионтан аслă классенчи 300 ытла ача, çавăн пекех Донецк тата Луганск Халăх республикисенчи, Запорожье облаçĕн- чи командăсем тата Беларуç Республикинчи, Брест …
подробнееОктябрьте республикăра «Манăн бизнес» площадкăра хăйĕн ĕçне уçма хатĕр аслă ÿсĕмри граждансем валли çĕнĕ «Кĕмĕл старт» федераци программи иртет.
Чăваш Ен асăннă масштаблă проект «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртекен çĕршыври 20 пилот регион шутне кĕрет. Программăна пурнăçпа професси опычĕ пухнă тата унпа предпринимательлĕхре усă курма хатĕр çынсем …
подробнее2025 çултан пуçласа Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланса пырать. Ку проект тăрăх çемьесене, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк мăшăрсене пулăшасси тĕп вырăнта тăрать.
Тăвайĕнчи тĕп библиотекăна çемьепе килме юратаççĕ. Ĕç кунĕ-сенче кăна мар, канмаллисенче те библиотека тулли пурнăçпа пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе хăйсен пушă вăхăтне хаваслă, …
подробнее